Хăвăн пурнăçна та, ачусенне те упраса хăвар

10 Мар, 2016

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управлениĕн ĕçченĕсемпе ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй тата Пĕтĕм Раççейри хăйсен ирĕкĕпе пушара хирĕç кĕрешекенсен регионти обществи тĕрлĕ района тухса ятарлă рейд ирттереççĕ. Вăл «Хăвăн пурнăçна та, ачусенне те упраса хăвар» акципе килĕшÿллĕн пурнăçланать.

Нумай пулмасть акци ирттерекенсем Шупашкар районĕнчи Варпуçĕнче, Кайри Ункăпуçра тата Кÿкеç поселокĕнче пулчĕç.

Варпуçĕнчи Янышковсем çичĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. МЧС ĕçченĕсем йышлă çемьепе тĕл пулса пушар хăрушсăрлăхĕ пирки калаçу ирттерчĕç, огнетушитель те парнелерĕç. Кĕçĕннисене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çырнă брошюрăсем, парнесем пачĕç.

- Эпир ачасене пĕчĕкренех шăрпăкпа выляма юраманнине, электроприборсемпе тимлĕ пулмаллине асăрхаттаратпăр, - терĕ нумай ача амăшĕ Татьяна Васильевна.

Çак акци ачасемшĕн те, аслисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç вĕсем.

Акци тĕп тĕллевĕ - ачасене хăрушсăрлăх правилисене вĕрентесси. Юлашки пилĕк çулта кăна пушарта 20 ытла ачан пурнăçĕ татăлнă. Кĕçĕннисене аслисемсĕр хăварма юраманнине тимлесси, инкекре ачасене хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентесси - ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш тивĕçĕ.

Вунă ача çитĕнтерекен Константиновсем патĕнче те пулчĕç пушарнăйсем. Кунта пушар тухасран сыхлакан система ĕçлет. Ăна йышлă çемьене ВДПО ĕçченĕсем парнеленĕ. Пушар тухсан вăл тÿрех республикăри МЧС тĕп тытăмне инкек çинчен пĕлтерĕ. Çавна май вут-çулăмпа кĕрешекенсем кĕске вăхăтрах кунта çитсе инкекрен хăтарĕç.

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ парне вут-çулăмран вăхăтлăха сыхлакан ятарлă маска пулчĕ.

- Ку хатĕр пушар тухсан ашшĕпе амăшне, ачисене вут-çулăмран илсе тухма пулăшĕ. Маскăсем 30 минута яхăн тĕтĕм-сĕрĕм ăшĕнче тăма май параççĕ. Çак вăхăтра инкеке лекнисене çăлма пулатех, - ăнлантарчĕ управлени начальникĕн заместителĕ Николай Валерьянович Петров.

Шел те, анчах ытларах чухне вут-çулăмран нумай ачаллă çемьесем шар кураççĕ. Çавăнпах пушар системине те чи малтан йышлă çемьесене лартма палăртнă.

- Çакăн йышши акцисем ирттерни питĕ усăллă. Вăл çынсене тимлĕрех пулма, вут-çулăмпа, электроприборсемпе тата ытти хатĕрпе те асăрханса усă курма хистет. Чи кирли - çакна ачасем ăнланса илни, хăйсен яваплăхне туйни. Чылай чухне пушар пĕчĕк, шкул çулне çитменнисен айăпне пула тухать. Аслисем кĕçĕнреххисене яланах пăхса тăрсан инкек сахалрах пулĕччĕ, - терĕ Чăваш Республикин ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов.

МЧС ĕçченĕсем çакăн пек рейдсем çулталăк тăршшĕпех пуласса пĕлтерчĕç. Вĕсем нумай ачаллă çемьесенче çеç мар, ăнăçсăр тата сахал тупăшлă çемьесене те çитме палăртнă.

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.