Эсĕ пултаруллă. Апла конкурса хутшăн!

10 Мар, 2016

Хаклă туссем! Чăваш кĕнеке издательстви «Тантăш» хаçатпа пĕрле «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче конкурс йĕркелессине пĕлтерет. Вăл пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырĕ. Аса илтеретпĕр: «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса Чăваш кĕнеке издательствинче тухакан кĕнекесемпе тăтăшах интересленекен, вĕсене юратса вулакан ачасемпе вунçичĕ çула çитнĕ яш-кĕрĕм хутшăнма пултарать.

Конкурс виçĕ номинаципе иртет:

«Юратнă кĕнеке пирки çырнă чи лайăх хайлав». Ку номинацие хутшăнакансен Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла тĕпе хурса хайлав хатĕрлемелле, ятне памалла. Вăл е ку кĕнеке сире мĕнпе тыткăнланине, мĕншĕн шăпах çак хайлава суйласа илнине уçса памалла. Ĕç калăпăшĕ - 1-5 страница пулмалла. Ĕçсене чăвашла та, вырăсла та хатĕрлеме пултаратăр.

«Кĕнекери чи интереслĕ самант» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк». Ку номинацие хутшăнакансен кĕнекери чи кăмăла кайнă сыпăка ÿкерчĕкре сăнламалла. Пĕр-пĕр сăнарăн сăнÿкерчĕкне çеç калăпланă тата кĕнекесенчен ÿкерсе илнĕ ĕçсене жюри членĕсем пăхса тухмаççĕ.

«Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке». Ку номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлав тăрăх кĕнеке хатĕрлемелле. Çак ĕçре ачасем тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлĕ хутсемпе усă курма пултараççĕ. Текста алăпа çырмалла, Интернетран тупса çыпăçтарнă ÿкерчĕксем пулмалла мар. Ку номинацие алă ĕçне тĕпе хурса хаклаççĕ.

Тата çакна та астумалла: кĕнекене Чăваш кĕнеке издательствинче тухнине палăртăр. Кирек хăш номинацие хутшăнакан ĕçе те ачан хăйĕн пурнăçламалла, аслисем хатĕрлесе панисене жюри членĕсем шута илмеççĕ.

Кашни ĕç çумне уйрăм хут çине конкурса хутшăнаканăн

- номинаци ятне

- ячĕпе хушаматне,

- миçе çултине,

- мĕнле шкулта вĕреннине /чăвашла та, вырăсла та тулли те тĕрĕс/,

- килти адресне,

- конкурса хутшăнма хавхалантараканăн /ертÿçĕн/ хушамачĕпе ятне тата ашшĕ ятне, телефон номерне,

- суйласа илнĕ кĕнеке ятне, авторне, миçемĕш çулта пичетленсе тухнине çырмалла.

Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, 820 пÿлĕм, «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс. «Юратнă кĕнеке пирки çырнă чи лайăх хайлав» номинацие тăратнă ĕçсене fed-ol@mail.ru электрон адреспа та яма юрать.

Конкурсăн тулли йĕркипе /положенийĕпе/ тата унта хутшăнакансен списокĕпе Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче www.chuvbook.ru адреспа «Конкурссем, акцисем» паллашма пулать.

Ăнăçу сунатпăр!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.