Киноискусствăри чиперккесене саламларĕç

10 Мар, 2016

Чăваш кино ĕçĕн ветеранĕсем тата телекуравра ĕçлекен тăрăшуллă хĕрарăмсем Наци музейне уяв каçне пухăнчĕç.

«Ĕç çынни - кинора» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ «Чăваш киноискусстви. Хĕрарăм куçĕпе» кану каçне музей директорĕ Ирина Меньшикова уçрĕ, асăннă проектпа килĕшÿллĕн йĕркелекен мероприятисем кино ĕçĕнче пысăк çитĕнÿ тунă çынсемпе паллаштарни, хальхи уяв каçне киноискусствăра палăрнă хĕрарăмсене халаллани çинчен пĕлтерчĕ. Проект авторĕ Светлана Асамат чăваш киноне йĕркелеме тата аталантарма пысăк тÿпе хывнă хĕрарăмсем çинчен каласа кăтартрĕ.

Чăваш Республикин патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ, «Чăваш Ен» ПТРК «На Волге широкой», «Как построить новый дом», «Театры - селу», «Времени круговорот», «Нарспи» фильмсене кăтартрĕç. Владимир Карсаков режиссер «Сурăм хĕрĕ» ĕçĕпе паллаштарчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Людмила Яковлева, Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренекен Константин Федотов Раççей кинофильмĕсенчи юрăсене шăрантарчĕç. ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕ Олег Цыпленков чипер хĕрарăмсене уявпа саламласа чечек çыххисем парнелерĕ.