Сусăр пулсан та хевтесĕр мар

10 Мар, 2016

Анăç пирĕн çĕршыва тĕрлĕ санкципе хуптĕрленĕ тапхăрта мĕнлерех туяççĕ хăйсене Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин республикăри уйрăмĕн членĕсем, вĕсене мĕн канăçсăрлантарать?.. Çакăн пирки пычĕ калаçу асăннă пĕрлĕх ертÿçипе Юрий Сергеевпа тĕл пулсан.

Йывăр тесе нăйкăшмаççĕ

Пĕрлĕх 2587 инвалида пĕрлештерет: куç япăх куракансене, суккăрсене, сусăр ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне. Унта общество членĕсене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пулăшса тăракан сывă çынсем те кĕме пултараççĕ иккен. Кун пек чухне вĕсен тытăм уставне пăхăнмалла.

«Республика экономикине тĕреклетмешкĕн пултарнă тата май килнĕ таран хутшăнатпăр, - тет Юрий Ефимович. - Обществăн виçĕ предприятийĕ ĕçлет. Шупашкарта газ плити валли электрозажигалка, оборудование розеткăпа çыхăнтармалли тĕрлĕ йышши шнур пухаççĕ. Канаш хулинчи предприятире вырăн таврашĕн пуххине, алшăлли, ĕç тумĕ, йăлара тата кулленхи ĕçре усă курмалли щеткăсем ăсталаççĕ. Малтанхи çулсенче картон цехĕ кал-кал ĕçленĕ - торт курупкисем хатĕрленĕ. Самана таппипе тан пыраймарăмăр. Вĕсене илемлетсе кăлармашкăн тĕрлĕ тĕспе çапакан полиграфи оборудованийĕ пулманнипе асăннă производствăна хупма тиврĕ. Куç курманнисен Улатăрти предприятийĕн саккасĕсемпе те мухтанмалли çукрах. Хальлĕхе рабочисем электрооборудовани чĕркемĕ хатĕрлеççĕ, Чулхулари автозавод ыйтнипе тĕрлĕ йышши щетка ăсталаççĕ».

Вырăнти организаци ертÿçине куç курман çынсене пĕрлештерекен производство тытăмĕсенче ĕçлекенсен йышĕ чакса пыни уйрăмах пăшăрхантарать. Тĕслĕхрен, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче Шупашкарти предприятире 800 çын ытла вăй хунă-тăк, халĕ - вунă хут сахалрах. Сăлтавĕ çĕршыв арканнă хыççăн унăн союзлă республикисем шутланнă патшалăхсемпе ĕçлĕ çыхăнусем татăлни, продукци ыйтакан пулманни.

Икĕ çул каялла кунта 16 инвалид валли çĕнĕ участок уçнă: çирĕп хутран 20-25 килограмм кĕрекен михĕсем çĕлеме тытăннă: макарон-вермишель, шашлăк ăшаламалли кăмрăк, акшарчул тултарма меллĕ ун пеккисем. Тупăш кÿнĕ çĕнĕ производство. Иртнĕ çулхи çу уйăхĕнче кăна, тĕслĕхрен, Курган тăрăхне 0,5 млн тенкĕлĕх продукци ăсатнă.

«Мари Элти хут кăларакан завод юсава хупăнчĕ, чĕртаварпа тивĕçтерменнипе асăннă производство кал-кал ĕçлейми пулчĕ. Халĕ Вологда хулинчи заводпа хутшăнусем йĕркелетпĕр, хут унтан илсе килме шухăшлатпăр, мĕншĕн тесен саккас паракан сахал мар», - тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ Юрий Ефимович.

 

Тунсăхлама вăхăт çук

Куç курманнисен республикăри уйрăмĕ район-хулари пуçламăш 12 организацирен тăрать: тĕслĕхрен, Шупашкар хулинчи - 800, Канашри - 234, Муркаш, Вăрнар районĕнчисем 200 ытла çынна хăйсен хÿттине илнĕ. Куç курманнисене палăртса вĕсене пулăшас енĕпе Улатăрсемпе Сĕнтĕрвăррисем кăтартуллă ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах Патăрьелсене пуçаруллă тееймĕн, иртнĕ çул вĕсен йышне 1 çын кăна хутшăннă. Хÿтлĕх кĕтекенсем вара Пăла тăрăхĕнче сахал мар.

Япăх куракансен пурнăçне тĕшмĕртсех кайманни: «Сусăрсене патшалăх пулăшать вĕт, вырăнти организацие кĕмесен те юрать пулĕ», - теме пăхĕ. Юрий Ефимович шухăшĕпе - унашкаллисем йăнăшаççĕ. Инвалидсене тупса палăртни вĕсен пурнăçне хăтлăх кĕртмешкĕн кирлĕ. Сусăрлăх пенсийĕпе çырлахса ларма пулать паллах: никампа хутшăнмасăр, кун-çул илемне туймасăр, хăвăн инкекÿнтен самантлăха та уйрăлмасăр... Сусăр çынна медицинăпа социаллă экспертизăн тĕрĕслевĕ витĕр кăларса реабилитацин харпăр хăй программине палăртма май туса памалла. Социаллă страховани фончĕ çакăн хыççăн ăна техника хатĕрĕсемпе /туяпа, тонометрпа, вуламалли-итлемелли хатĕрсемпе, пурнăçа çăмăллатмалли тĕрлĕ техникăпа тата санаторипе курорт сиплевĕн путевкипе/ тивĕçтерме тивĕç.

Медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕн комиссине куç курманнисем ыйтнипе вырăнти организаци чĕнсе илме пултарать. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕсене республикăри уйрăм Мускав облаçĕнчи Волоколамск хулинчи куç курманнисен реабилитаци центрне 2,5 уйăхлăха ярать. Кунта вĕсем Брайль меслетне алла илеççĕ, ятарлă туясемпе - тактиль тросчĕсемпе - тротуарпа чăрмавсăр çÿремешкĕн хăнăхаççĕ. Сăмах май, Шупашкарта та сусăрсене пурте усă курма пултаракан хутлăхпа тивĕçтерсе çулсене ятарлă плитка сарнă вырăн нумайланчĕ.

Пĕччен инвалидсем асăннă центрта пурнăçа тытса пымалли йĕркене ăша хываççĕ: апат-çимĕç пĕçерме, кĕпе-йĕм çума тата ыттине хăнăхаççĕ. Професси суйласа илме те пулăшаççĕ вĕсене. Пахчаçимĕç, чечек çитĕнтерекен, хурт-хăмăрçă ăсталăхне вĕрентеççĕ: хĕрарăмсене - ал ĕçне, арçынсене - карçинкка çыхма, атă-пушмак юсама. Вĕсене компьютер пĕлĕвĕ параççĕ, музыка инструменчĕ калама вĕрентеççĕ. Пĕлтĕр республикăри 5 инвалид асăннă центрта пулса чунпа çирĕпленнĕ, пурнăç тытса пыма кирлĕ хăнăху илнĕ. Сăмах май, хăшĕ-пĕри Турă çырнă çыннине те унтах тупать, çемье çавăрать.

Куç курманнисене общество организацийĕн йышне илни çулленех ирттерекен смотр-конкурсăн хаклавĕсенчен пĕри пулса тăрать. Инвалидсене ĕçе вырнаçтарнине те шута илеççĕ çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне. Федерацин 2011 çулхи 68-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн 100 çынран ытларах коллективсенче сусăрсем валли 2 ĕç вырăнĕ квотăламалла. Куç курманнисен обществи сĕннипе 35-100 çынлă предприятисенче, вĕсем пĕчĕк коллективсенче ытларах вăй хума пултарнине тĕпе хурса, ку кăтартăва 1,5-пе чикĕленĕ.

Улатăр, Пăрачкав, Шупашкар, Куславкка районĕсенчи пуçламăш организацисем ĕçпе тивĕçтерекен центрсемпе пĕрле асăннă ыйтăва татса памашкăн пуçаруллă хутшăнаççĕ.

 

Ăнланса çитерейменни ура хурать

Канăç паман ыйту общество организацийĕн членĕсен сахал мар. Вĕсене ĕç вырăнĕ сахалли уйрăмах пăшăрхантарать. Рынок саманинче куç курманнисем вăй хуракан предприятисен продукцийĕ конкурентлă мар, унсăр пуçне хăйхаклăхĕ пысăкки те аталанма кансĕрлет.

«20-30 çул каялла Шупашкарти электроаппаратура, В.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕсем тĕрлĕ хатĕре алăпа пухмашкăн саккас нумай панă-тăк, халĕ пĕрремĕшĕ кăна пирĕн вăйпа усă курать. Вăл та пулин сайра хутра, - тет Юрий Сергеев. - Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче инвалидсем сетка çыхатчĕç, пушмак шнурокĕ хатĕрлетчĕç. Вăхăт иртнĕ май асăннă хатĕр халăха кирлĕ мар пулса тăчĕ, хăйăва пахарах та илĕртÿллĕрех кăларакан йышланчĕ».

Ăнланса çитерейменни те ура хурать-мĕн. Тĕслĕхрен, хваттере тĕпрен юсамашкăн укçа тÿлесси пирки тĕплĕн пĕлтерекен çуккипе чылайăшĕн иккĕленÿллĕ шухăш çуралать: тен, укçине хывмалла мар? Куç курманнисен пĕрлĕхĕн кунĕсенче, пуху-канашлура Юрий Ефимович юсав укçине тÿлемеллине, пухăнса кайнă парăма татмашкăн кайран кансĕр пулассине аса илтерет.

Федераци çăмăллăхçин социаллă пулăшу пуххине илес-тĕк, эмелпе тÿлевсĕр тивĕçтерессипе çыхăннă пайĕ тĕлĕшпе чылайăшĕн канăçсăрланмалли сăлтав тупăнсах тăрать. Тĕслĕхрен, куçа сиплемелли «Тауфон» йышши хутăшсене эмелсен переченĕнчен кăларнă. Тухтăрсем ăна укçалла туянмалла теççĕ, соцпакетăн эмел пайне хирĕçлеме сĕнекен те пур. Çав вăхăтрах япăх куракан çын куçпа çыхăнман чир-чĕрпе нушаланма пултарать вĕт. Сиплевçĕсен кун пек чухне асăрхануллăрах пулмалла, çынсене тĕрĕс те тĕплĕнрех ăнлантарса парасси çинчен шухăшламалла.

Çĕмĕрлере пурăнакан инвалидсем куç чирĕсенчен хальччен хулари стационарта выртса сипленнĕ. Халĕ унти уйрăма хупнипе кăмăлсăрланаççĕ вĕсем. Сăмах май, Шупашкарти куç чирĕсен больницинче те кравать-вырăн шутне чакарнă.

Санаторипе курорт сиплевĕн путевкине тивĕçмешкĕн кансĕррине палăртмалла. Сăлтавĕ - ку енĕпе темиçе çул каялла яваплă пулнă ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви хăй вăхăтĕнче унпа усă курас тĕллевлĕ инвалидсен мĕнпур категорине пĕр черете тăратни. Иртнĕ çул асăннă тиев РФ Социаллă страховани фончĕн территори органне куçрĕ, путевкăсем валеçес йĕрке вара ĕлĕкхиллех юлчĕ. Куç курманнисен хăйсен профильлĕ «Сосны» /Мускав облаçĕ/, «Машук» /Краснодар крайĕ/, «Солнечный берег» /Хура тинĕс/ санаторисенче сывлăха тĕреклетес кăмăллă.

«Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçме кирлĕ наградăпа чыслассине йĕркелесе ярас енĕпе ырă улшăну пулассине те общество членĕсем чылайранпа кĕтеççĕ. Шалăвĕ, çăмăллăхĕсем пысăках мар вĕсен. «Ăнланатпăр-ха, бюджетра хальлĕхе укçа çителĕксĕр. Çапах ĕненĕве çухатмастпăр, йывăр вăхăт иртетех. Ун чухне пирĕн ыйтусене татса пама пултарĕç», - тет Юрий Ефимович.

Валентина СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.