Хунямăшĕ епле - кинĕ çапла

5 Мар, 2016

«Хунямăшĕ епле - кинĕ те çапла» е тата «Кин тени кил çынни пултăр», - тенĕ ваттисем. Çак кунсенче Елчĕк районĕнчи Кавалри Носовсем патĕнче пулса курнă хыççăн каларăшсен пĕлтерĕшĕ паянхи кун та кивелменнине туйса илтĕм. Хунямăшĕпе кинĕ пĕр çуртра 15 çул килĕштерсе, çирĕп хуçалăх тытса пурăнаççĕ. Вăл çеç-и, ĕçре те кашни кунах пĕрле вĕсем. Кил хуçи арăмĕсенчен чи асли Алевтина Валентиновна фермăра чылайранпа - пăру пăхаканра, кинĕ Надя ĕне сăваканра тата осеменаторта тăрăшать.

Кин ăшăлăх кĕртет

«Пирĕн пĕр ывăл çеç, урăх ача пулман. Хам валли питĕ пĕр хĕрача çуратас килетчĕ те, ĕмĕтленни пурнăçа кĕмерĕ. Турри илтрĕ-ши, çавна курах Ваньăна лайăх хĕрпе паллаштарчĕ пулĕ. Эпĕ кинĕме малтанхи кунранах хам ача вырăнне йышăнтăм. Унсăрăн мĕнле, пĕр çемье-çке, малашне пĕр çăвартан пурăнмалла… Çемьере килĕшÿпе çураçу, татулăх кирлĕ. Хамăра кура тата питĕ ĕçчен кин лекрĕ. Надьăн ĕçĕ манăнни пек кăна мар, вăл ирхи виçĕ сехетрех фермăна тухса утать. Çамрăк чухне ыйхă та тутлă, çапах та çывăрса выртма, пĕр вырăнта ларма хăнăхман вăл. Кун сиктерсе чуста хурса кукăль-пÿремеч, капăртма пĕçерме ÿркенменни тепĕр чухне хама та тĕлĕнтерет. Çав вăхăтрах ал ĕçĕ те тума ĕлкĕрет. Çамрăксен уйрăм пурăнмалла, пĕр тĕпелте икĕ хĕрарăм çураçаймасть тесе калама пăхакансемпе те килĕшес килмест. Апла-и, капла-и, ыттисенне пĕлместĕп, кин кил-çурта ăшăлăх, илем кĕртнине аван туятăп», - ăшшăн калаçать Алевтина Валентиновна.

«Ялта ĕç пурришĕн савăнатпăр. Шалу ялан вăхăтра илетпĕр. Тăрăшса ĕçлекенсене, йĕрке пăсманнисене хуçалăх ертÿçи Гурий Федоров ĕç укçи çумне 5 процентран пуçласа 15 процент таран хушса тÿлет. Эпир те ăна тивĕçнĕ. Паллах, çакă татах та тăрăшса ĕçлеме, çитĕнÿ тума, малалла утма хавхалантарать», - теççĕ Носовсем. «Ĕлĕкхипе танлаштарсан халĕ фермăра ĕçлеме чылай ансат. Тахçан лашапа хамăрах ешĕл курăк çулма каяттăмăр, хĕллехи вăхăтра хире кайса утă тиесе килеттĕмĕр. Халĕ йăлтах хатĕр, апата выльăх умне хурса çеç памалла», - ĕç пирки сăмах хускатнă май темиçе çул каяллахине куçĕ умне кăларать Алевтина Носова.

Пăру пăхма кайсан

Алевтина Валентиновна çак яла ку тăрăхри Энтеперен качча килнĕ. 17 çулти хĕрача вăрманта колхоз пăрăвĕсене пăхнă. Хăйĕнчен çичĕ çул аслă Венедикт çакăнта асăрханă та ăна. «Ача кăна-çке, качча каяс шухăш та пулман. Манран ыйтса тăраççĕ-и, иккĕмĕш хут курсан юлташĕсемпе пĕрле машинăна лартрĕ те килчĕ. Анне вăрçма та пĕлмерĕ, çамрăкскере хĕрхеннипе йĕчĕ çеç. Пĕртте ÿкĕнместĕп, Кавала килсе хам телейĕме çеç тупрăм. Уйрăлса тухиччен хунямапа тата икĕ кинпе пĕр çуртра вăрах пурăнтăмăр. Вăрçă-харкашу тавраш нихăçан та пулман. Мăшăрĕнчен çамрăкла юлнă, пур ачине те тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă хĕрарăма хĕрхенеттĕмĕр. Пире ыррине нумай вĕрентнĕ Анна Ивановна. Унăн виçĕ ывăлĕ те - ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, хĕрĕ - акушерка», - сăмах çăмхине сÿтет Алевтина Носова.

Вăхăт та, кăмăл та пур

«Ялти пĕр уяв та Носовсемсĕр иртмест. Ĕçлеме çеç мар, капăрланса сцена çине тухма та вăхăт çитереççĕ маттурсем. Çĕнĕ çулта та, пушăн 8-мĕшĕнче те, Амăшĕн кунĕнче те çемйипех сцена çинче вĕсем. Юрра-ташша маçтăр. Çакнашкал хастарсемпе пире те ĕçлеме çăмăл. Вăхăт та, кăмăл та пур вĕсен ялан. Кинĕ Надя йĕлтĕр ăмăртăвĕсенчен нихăçан та юлмасть. Ывăлĕсем те спортпа туслă», - хавхаланса каласа кăтартать ялти тĕслĕх библиотека пуçлăхĕ Лидия Капламова.

«Пушă вăхăтра пулла çÿреме юрататăп», - тет Алевтина Валентиновна. Тĕрĕссипе, вăл юратнипе-юратманнине пăхса тăмаççĕ мăнукĕсем, çуллахи вăхăтра асламăшне ирĕксĕрех, унăн ĕçĕ пуррине пăхмасăрах, Пăла хĕррине илсе анаççĕ. «Пулăçа тухса кайрăм ĕнтĕ. Аванах, пысăккисенех, тытса таврăнатпăр чылай чухне», - йăл кулать Алевтина Носова.

Ÿркенменскерсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Тирпее хăнăхнăскерсен картишĕнче таса та çутă. Сăвакан икĕ ĕне, пушмак пăру, тăватă пăру, чăх-чĕп вĕсен хуçалăхĕнче. Ку тăрăхра никамра та çук Вьетнам сысни ĕрчетеççĕ Носовсем. Ăна вĕсем какайĕ ытлашши çуллă мар тесе ятарласа Канаш тăрăхĕнчен илсе килнĕ. Хура тĕслĕ сысна амин çăвăрлама та вăхăчĕ çитнĕ, акă хуçалăхра кĕçех татах ĕç хушăнĕ. «Пăла хĕрринче пурăннăран хур-кăвакал ĕрчетме лайăх. Инди кăвакалĕсем вĕçсе тарăхтарсах çитерчĕç. Кăркка темиçе çул усрарăмăр. Ку кайăк-кĕшĕке пăхма йывăр мар, хÿтĕленме пĕлекенскер чĕпписем патне курак таврашне те пыртармасть. Выльăх, чăх-чĕп пире киленÿ кÿрет», - ăнлантарать кил хуçи арăмĕсенчен асли.

Носовсен династийĕ

Ĕç династийĕсемпе пуян пирĕн тăрăх. Ял хуçалăхĕнче мĕнпур вăй-халне парса тăрăшакан Носовсен ĕç стажĕ 250 çулпа танлашать. Çак йăх ĕмĕртен çитĕнÿсем туса малта пынă. Кил хуçи Венедикт Иванович - ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Пушăн 8-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Алевтина Валентиновна ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Венедикт Ивановичăн шăллĕ Алексей Иванович та ЧР Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Унăн мăшăрне Надежда Ильиничнăна РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе чысланă. Паянхи кун династие малалла тăсаканни - Надежда Носова. Унăн мăшăрĕ Иван та пĕр вăхăт хуçалăхрах тăрăшнă, халĕ вăл урăх ĕç тупнă. Чунне парса тăрăшакан, çитĕнÿ патне ăнтăлакан Надьăна хуçалăх ертÿçи те асăрханă, пултаруллă хĕрарăм ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.