Пĕр çул ÿсекен чечексем

3 Мар, 2016

Кил умĕнче чылайăшĕ чечек ÿстерме кăмăллать. Çуркуннехи нарцисс, гиацинт, тюльпан çеçке çурса тăкăннă хыççăн ириссем илемĕпе савăнтараççĕ, унтан - капăр пионсем. Асăннă чечексем йăлтах темиçе çул ÿсекеннисем. Пĕр çул ÿсекен чечексем пирки кăштах калаçар-ха.

Хăшпĕр ÿсен-тăран тимлĕхе юратать. Вĕсене пăхма ăсталăх кирлĕ. Илсе кăтартнă тĕслĕхсем ытлашши юнтармăшскерсем мар. Вĕсене пăхма çăмăл, вăрах чечекленеççĕ.

Лаватера - шурă, кĕрен, хĕрлĕ тĕссемпе çиçекен шăнкăрав евĕрлĕ çеçкесем кашни пахчанах илем кÿреççĕ. Вăрă акса ÿссессĕн икĕ уйăхран чечекленме тытăнаççĕ те кĕркуннеччен илемĕпе савăнтараççĕ. Лаватера вăррине кĕркунне сапса хăварать, тепĕр çулхине шăтса тухать. Унăн вăрлăхне пуçтарса илсе çуркунне урăх çĕре акма меллĕ.

Годеция - тĕрлĕ тĕспе çиçекен илемлĕ чечексем кирек кам куçне тыткăнлаççĕ. Годеци - çÿлли те, лутри те пулать. Лутра туналлине суйламалла: шалча çумне çыхса çирĕплетме тивмĕ. Тăпрана аксассăн е калчапа лартнă хыççăн уйăх çурăран илемĕпе тыткăнлать. Хумлă-хумлине, тĕрлĕ тĕслине суйлама сĕнетпĕр.

Космея - ялсенче тахçантанпах акаççĕ. Тах­çанхи сортсем йăлтах çÿллĕ пулнă-тăк халĕ çур метра яхăн çеç çитĕнекен сортсем те пур. Унчченхи сортсенчен япшартарах та хаваслăрах курăнаççĕ чечексемпе йăвă хупăрланнăскерсем.

Акроклинум /гелиптерум/ - калчалантармасăрах тăпрана акма юрать. Вăрах чечекленет. Акроклинум - «типĕ» чечек. Ăна типĕтсе çыхăсем тума аван. Типĕтнĕ чечек çыххи тумашкăн лайăх çурăлнă чечеке татмалла та тĕттĕм, типĕ çĕре кутăн çакса хумалла. 2-3 эрнерен чечек типсе çитет. Тĕрлĕ композицисем тума, чечек çыххисем хатĕрлеме питĕ аван.

Пĕр çул ÿсекен чечексем вăрах вăхăт чечекленсе пахчаçăна киленĕç кÿреççĕ. Нумай çул ÿсекеннисем вăрах чечекленмеççĕ.

Кашни ÿсен-тăранăн аталанса çеçкеленес вăхăчĕ тĕрлĕрен. Вăраххăн аталанаканнисене калчаран лартсан аванрах. Хăшпĕр чечеке пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчех акмалла. Халĕ акмалли чечексем çаксем: вăрах чечекленекен бегони, виола /анютины глазки/, гербера, петуни, герань, агератум, примула, ырă шăршăллă табак, годеци, сальви.

Ака-çу уйăхĕсенче хăвăрт çитĕнсе чечекленекеннисене акаççĕ: бархатцы, цини, флокс. Ку йышшисене тÿрех тăпрана акма юрать. Калчаран лартсассăн, паллах, хăвăртрах чечекленме пуçлĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.