ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

4 Мар, 2016

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, кашни кун юр е йĕпе юр çăвать, хушăран çил-тăман вĕçтеркелет. Паян, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче, кăнтăрла та, каçхине те 3 градус ăшăран пуçласа 2 градус таран сивĕ пулать. Ыран, пушăн 5-мĕшĕнче, кăнтăрла та, каçхине те - 2 градус ăшăран пуçласа 1 градус таран сивĕ. Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче - 1-2 градус ăшă.

Çил хĕвелтухăç енчен 6-11 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 7 сехет те 10 минутра тухать, каçхине 18 сехет те 13 минутра анать. Кун тăршшĕ - 11 сехет те 2 минут. Чăваш гидрометеорологи центрĕн ĕçченĕ Марина Китарьева пĕлтернĕ тăрăх - пуш уйăхĕнче çанталăк питĕ «вылянчăк»: 4-5 градус ăшă та, 20-25 градус сивĕ те пулма пултарать.