Робототехника ăсталассипе ăмăртрĕç

28 Фев, 2016

Нарăсăн 28-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ машиностроени факультечĕн корпусĕнче Робототехника ăсталассипе республика ăмăртăвĕсем иртрĕç. Тăваттăмĕш хут иртекен тупăшу хула-ял пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен пурĕ 70 яхăн команда пухрĕ.

Асăннă ăмăрăтва шкул ачисен техника тавракурăмне сарас, профориентаци ĕçне ÿсĕм тĕлĕшĕнчен ир пуçлас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Çĕнтерÿçĕсем Чăваш Ен чысне Мускавра хÿтĕлĕç.

И.ИВАНОВА