Вера - чемпион

25 Фев, 2016

Адлерта сăнă ывă­­­­тас енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Пирĕн ентеш Вера Ребрик унта тĕнче сезонĕнчи чи лайăх кăтартупа палăрнă.

Спортсменка сăнна 67,30 метр аякка ывăтнă. Çапла Вера Олимп нормативĕнчен те ирттернĕ. Ку кăна мар - вăл хăйĕн рекордне çĕнетнĕ. Хальхинче Вера хăйĕн унчченхи кăтартăвĕнчен 5 метр аяккарах ывăтнă. Иккĕмĕш вырăна 2008 çулта - Олимп вăййисенче, 2011 çулта тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ Мария Абакумова йышăннă. Вăл сăнна 59,55 метр аякка ывăтнă.

Рубрика: