«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

25 Фев, 2016
Эпĕ Николай Антонов ятлă, 21 çулта. Программистра ĕçлетĕп. Пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшатăп, сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп. Çул çÿреме кăмăллатăп, тĕрлĕ çĕршыва çитсе паллă вырăнсене курма, çĕнĕ çынсемпе паллашма ĕмĕтленетĕп. Ку - Алексей Алексеев, 17 çулта. Вăл Шупашкарти культура училищинче ăс пухать. Кăçал Гнесинăсем ячĕллĕ Раççей музыка академине вĕренме кĕресшĕн. Алексей эстрада çăлтăрĕ пулма ĕмĕтленет. Ку енĕпе ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ: çу уйăхĕнче Ĕпхÿ хулинче çуралса ÿснĕ çамрăк артистпа Радик Юльякшинпа пĕрле /Elvin Grey/ юрă çырма хатĕрленет вăл.

Фотоконкурс малалла пырать. Сăнÿкерчĕкĕре, хăвăр çинчен кĕскен çырнине «Çамрăксен хаçачĕн» электрон почтине яма пултаратăр. Адресĕ: molgazeta@rambler.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.