Чи лайăх атте кам пулĕ?

25 Фев, 2016

Шупашкар хула администрацийĕ тата республикăри Хĕрарăмсен канашĕ пуриншĕн те тĕслĕх пулма тивĕç ашшĕне тупса палăртас тĕллевпе сăнÿкерчĕксен конкурсне ирттерет. Çĕнтерÿçе Интернетри сасăлав /wday.cheb@mail.ru/ кăтартăвĕсем тăрăх палăртĕç.

Кандидатсене предприятисемпе вĕренÿ заведенийĕсем, общество организацийĕсемпе депутатсем сĕннĕ. Конкурса хутшăнма ирĕк паракан тĕп паллă - çемье пуçĕн ачасене воспитани парас тата сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе ырă тĕслĕх пулмалла. Çавăн пекех арçынсен атте пурнăçра пысăк вырăн йышăннине, çемьери ырă йăла-йĕркене упраса ăруран ăрăва куçарса пынине çирĕплетмелле.

Сасăлав нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче 12 сехетре вĕçленет. Хальлĕхе Сергей Ахазов малта: уншăн 800 ытла çын сасăланă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. «Туслă тата ăнланакан çемье пурришĕн Турра тав тăватăп. Арăмпа ачасем - манăн тыл. Унăн çирĕплĕхне тата кулленхи пурнăçри тăнăçлăха упрассишĕн тăрăшатăп. Эпĕ - çемье пуçĕ, çавăнпа çемьешĕн хам çине яваплăх илесси манăн тÿрĕ тивĕç тесе шутлатăп», - палăртать Сергей.

С.Ахазов таможня органĕсенче нумай çул ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра вăл Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин информаци хăрушсăрлăхĕн секторĕнче вăй хурать.