"Пурнăçа - çĕршыва, чыса - никама та!"

17 Фев, 2016

Чăваш Енре кадетсен юхăмĕ анлăлансах пырать: хальхи вăхăтра республика корпусĕнче 88 кадет класĕ тата 4 кадет шкулĕ.

Çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма, граждан тивĕçĕсене ăса хывма, чыса çамрăкран упрама вĕрентес тĕллевпе пуçарнă ушкăнсенче воспитани илекенсем яланах ытти вĕренекеншĕн - тĕслĕх вырăнĕнче.

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Республикăри ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов полковник ячĕллĕ кадет шкулĕн вĕренекенĕсене кадетсен йышне илессине халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Çветтуй Татиана чиркĕвĕн настоятелĕ Николай протоиерей хутшăнчĕç.

Хаклă хăнасем ачасене вĕренÿре, пултарулăхра çитĕнÿсем, малашлăхра çĕршывăн паттăр хÿтĕлевçисем пулма сунчĕç. Кадет кĕнекисене алла илнĕ арçын ачасемпе хĕрачасем ассăннă юхăмăн девизне каласа тупа турĕç.

Ирина ПУШКИНА