Инкеке асăрхаттарма пĕлмелле

15 Мар, 2014

Нарăсăн 6-мĕшĕнче 11 сехетре ку тăрăхра пулса иртнĕ инкек республикăна кисретрĕ. Хурама Тăвар ялĕнчи йывăç çуртра инкеклĕ çав кун пушар сиксе тухнă. Ашшĕ-амăшĕ кÿршĕ ялта пулнă. Синкерте 4 тата 2 çулти ачасен пурнăçĕ татăлнă.

Нарăсăн 13-мĕшĕнче Турханта ял тăрăхĕн профилактика канашĕн тата районти профилактика комиссийĕн пĕрлехи канашлăвĕ иртнĕ. Унта Турхан ял тăрăхĕн активĕ те хутшăннă. Канашлура ял администрацийĕн, вырăнти депутатсен тата йывăр лару-тăруллă çемьесене сăнакан канаш ĕçне пăхса тухнă.

Чăваш Енри ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕн Патăрьелĕнчи представителĕ Дильбер Гайнуллина палăртнă тăрăх, республикăра çулталăка çитмесĕрех пурнăçран уйрăлакан кашни тăваттăмĕш ачан вилĕмĕшĕн ашшĕ-амăшĕ айăплă - асăрхаса çитереймен. Çакăн пек лару-тăрăва лекнĕ пур çемье те "йывăррисен" шутĕнче мар. Çакă сисчĕвлентерет те. Хурама Тăвар ялĕнчи мăшăр пирки те япăххине калаймăн.

Çакă та пăшăрхантарать - кÿршисем е тăванĕсем тимлĕрех пулнă тăк нумай инкеке сирме май пулĕччĕ.

Дильбер Зардыновна кăткăс лару-тăруллă çемьесене уйрăмах куçран вĕçертмелле маррине тепĕр хут аса илтернĕ. Профилактика малта пулмалла. Депутатсен, Хĕрарăмсен канашĕн, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен, шкул çулне çитменнисен тата вĕренÿ ытти учрежденийĕсен пĕрле тимлемелле.

Пухăннисем профилактика енĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртнă. Инкек сиксе тухсан мĕнле тыткаламалли пирки те çынсене тăтăшах аса илтермелле. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене тата ашшĕ-амăшĕн е опекун тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçламаннисене вара тĕрĕслесех тăмалла.

М.МИХАЙЛОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.