Тавар туянассине, инновацие аталантарасси...

16 Фев, 2016

Республика влаç органĕсен, федераци ведомствисен территорири органĕсен Правительство çуртĕнче кашни эрне пуçламăшĕнче иртекен канашлăвне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Малтанах ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин 2015 çулта патшалăх /муниципалитет/ валли тавар туянасси тата контрактсене ĕçлеттересси мĕнлерех пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ. Çакна палăртса хăвармалла, ÿсĕм пур: 21,7 млрд тенкĕлĕх тавар туяннă, çав шутра патшалăх шучĕпе - 10,7 млрд тенкĕлĕх, муниципалитет вăйĕпе - 11 млрд. Çав вăхăтрах докладчик чылай район ĕçе тивĕçлĕ пурнăçламаннине те палăртрĕ.

Хĕрлĕ Чутай, Патăрьел, Йĕпреç, Улатăр, Муркаш районĕсем тавар туяннин пĕтĕм калăпăшăн çуррине конкурентлăх тытăмне шута илмен.

Бюджет тухăçлăхĕ 1,4 млрд тенкĕпе танлашать, çав шутра ЧР патшалăх заказне вырнаçтарнипе - 821,8 млн тенкĕ е 8,6 процент, муниципалитет заказĕпе - 561,4 млн тенкĕ е 6,1 процент. 2015 çулта пĕчĕк предпринимательствăна, социаллă пĕлтерĕшлĕ, коммерци тытăмĕнче мар организацисене пулăшассине вăйлатнă, асăннă хуçалăх суб±екчĕсенчен 2,4 млрд тенкĕлĕх тавар туяннă.

Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа ЧР Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров сăмах илчĕ. Вениамин Иванович республика çыннисен пурнăçне хĕллехи тапхăрта /иртнĕ çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен/ сыхлас енĕпе пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Хĕллехи тапхăр, пурне те паллă ĕнтĕ, халăх умне тĕрлĕ çивĕч ыйтусем кăларса тăратать: пÿрт-çурта хутса ăшăтмалла, кăмакана, электроприборсене юсаса хатĕрлемелле. Пулла çÿреме юратакансем пăр ларасса чăтăмсăр кĕтеççĕ тата ытти те.

Ĕçе ячĕшĕн кăна пурнăçланисем вара инкеке кĕрсе ÿкеççĕ. Сăмахран, палăртнă тапхăрта республикăра 169 пушар тухнă. Ку енĕпе лару-тăру иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен самай лайăхланнă-мĕн, ун чухне198 пушар тухнă пулнă. Инкекре вилекенсен шучĕ те чакнă: 16 çын /иртнĕ çул - 32/. Пушарсен тĕп сăлтавĕсем хамăртах - электроприборсемпе пĕлмесĕр усă курни е юсавсăррисене ĕçлеттерме хăтланни.

Вениамин Петров çавăн пекех юлашки вăхăтра йăлана кĕрсе пыракан çĕнĕ инкек пирки те чарăнса тăчĕ. Сăмах автомашинăсемпе çыхăннă пушарсем çинчен. Асăннă тапхăрта унашкал тĕслĕх 136 хут пулнă. Водительсен айăпĕпе çеç мар, ют çынсем "пулăшнипе" те сиксе тухаççĕ иккен вĕсем.

Кăçалхи çанталăк питĕ ултавлă. Шăнтса лартма ĕлкĕреймест, урамра каллех юр ирĕлме пуçлать. Апла пулин те çакна шута хумасăрах пăр çине кĕрекенсем те çук мар. Çавна пула виçĕ çын путса вилнĕ, пиллĕкĕшне çăлма май килнĕ.

Ларăвăн виççĕмĕш ыйтăвĕ - Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен комитетăн Чăваш Енре иртнĕ ларăвĕн ĕçне пĕтĕмлетни. Ун пирки ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтерчĕ. Асăнса хăварар: лару Шупашкарта нарăсăн 9-10-мĕшĕсенче ĕçлерĕ. Бизнес тытăмĕнче вăй хуракансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмăн малашлăхĕ пуррине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Сăмахран, республикăри чылай организацие малалла аталанма пĕчĕк процентлă кредит илме майсем туса панă. Çакă пĕчĕк тата вăтам предпринимательсене унпа усă курма пулăшĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕпе "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен федераци корпорацийĕ" акционер обществи хушшинче ĕçлĕ çыхăну йĕркелесси çинчен килĕшÿ туни те шанăç çуратать.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: