Каçал ен халăхĕ ĕçчен те мухтавлă

16 Фев, 2016

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе çĕнĕ тĕллевсем палăртасси малалла пырать. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Комсомольски тăрăхĕнче пулса курчĕ.

Районта иртнĕ çулсенче тытăннă обьектсене кăçал вĕçлес, производство хăватне ÿстерес тĕлĕшпе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иван Борисович Чăваш Элпуç ялĕнчи шкул çурчĕн строительствипе паллашрĕ. Киввине çур ĕмĕр каяллах йывăçран хăтланă. Вăл çĕрĕшсе ишĕлес патне çитнĕ. Çĕннине ку чухнехи пурнăç ыйтнине тивĕçтерсе пĕлтĕр çĕртме уйăхĕнче тума пуçланă. Икĕ хутне хăпартса тăррине витнĕ. Хальхи вăхăтра çирĕме яхăн çын шалта ĕçлет. Шкул çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне хатĕр пулмалла.

Строительсен шухăшĕ Иван Моторина тивĕçтермерĕ.

- Шкул çуртне Республика кунĕ тĕлне хута яма тăрăшăр, - сĕнчĕ Иван Борисович. - Ăна вĕçлеме укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнă. Кунсем ăшăтсанах ĕç хăвăртлăхне ÿстерĕр.