«Океанăн тĕлĕнтермĕш тĕнчи»

16 Фев, 2016

Чăваш наци музейĕнче çак ятлă курав уçăлнă. 1500 ытла экспонат унта! Коллекцире - тĕнчен пур кĕтесĕнчен те пуçтарнă моллюсксен хуранĕсем. Вĕсен йышĕнче пурте тенĕ пекех пĕлекен наутилуссем, вĕлерме пултаракан конуссем, тĕлĕнмелле мурекссем, аквалангистсен чи хаяр тăшманĕсем Тридакна, тĕрлĕ коралл тата тинĕсре пурăнакансен кĕлеткисем.

Экспонатсемсĕр пуçне куравра пĕлĕве, тавракурăма ытти майпа ÿстерме пулăшакан материал та нумай, экскурсисем те ирттереççĕ. Шкул ачисем валли парнеллĕ викторинăсем хатĕрленĕ, вĕсенчен те кĕçĕнреххисене ăсталăх класĕсем кĕтеççĕ.

Н.ГЕОРГИЕВА.

Рубрика: