Шупашкар кÿлмекĕнче - автомобиль спортне юратакансем

14 Фев, 2016

Тăватă кустăрмаллă тимĕр урхамахпа çÿреме кăмăллакансем Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç.

Кăçалхипе виççĕмĕш хут иртнĕ турнира Мускав, Вологда, Йошкар-Ола, Ульяновск, Сызрань тата Чăваш Ен автомобилисчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем яланхи пекех «1400» тата «1600» ушкăнсенче тупăшрĕç. Тăван республика чысне 10 спортсмен хÿтĕлерĕ. Пĕлтерме кăмăллă, ентешсем Вологда хулинче иртнĕ ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕнчен тĕрлĕ медальпе таврăнчĕç.

Пăрлă трасса çирĕплĕхне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тĕрĕслесе пăхрĕ. «Трассăна аван хатĕрленĕ. Спортсменсем те вăл паха пулнине палăртаççĕ. Пирĕн трассăна хăнасем те килĕштереççĕ. Чăваш Республики спорт мероприятийĕсемпе пуян. Çĕршыв кубокĕ те автомобиль спорчĕпе туслисен юратнă ăмăртăвĕ пулса тăчĕ. Унта Раççейри чи пултаруллă гонщиксем тата тĕнчери чи сумлă «Париж-Дакар» турнир хастарĕсем хутшăнни хĕпĕртеттерет», - терĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех спорт уявне ЧРспорт министрĕ Сергей Шелтуков,  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, РФ автомобиль федерацийĕн спорт комиссарĕсен коллегиййĕн председателĕ Владимир Гольцов хутшăнчĕç.  ЧР автомобиль федерацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Сергей Лысюк пĕлтернĕ тăрăх - ку ăмăрту юлашки мар, çывăх кунсенче автомобилистсем Череповец хулине пуçтарăнĕç. Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче вара Шупашкар кÿлмекĕнче çĕршыв кубокĕн юлашки тапхăрĕ иртĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

 

 

Рубрика: