Тĕттĕмре пĕлĕшне паллайман

11 Фев, 2016

Канаш районĕн сучĕ 23-ри çамрăк арçын тĕлĕшпе приговор вуланă. Ăна çынна вĕлернĕшĕн çирĕп режимлă колоние 12 çуллăха ăсатнă.

Следстви тата суд палăртнă тăрăх, 2015 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕрле çак арçын, ÿсĕрскер, пĕлĕшĕпе эрех ĕçнĕ те хирĕçсе кайнă. Çиллине шăнăçтарайманскер ăна вĕлерме шухăшланă, вăл пурăнакан çурт патнелле утнă. Хваттер алăкĕ кăштах уçă тăнă, шалта тĕттĕм пулнă. Хайхискер кравать çинче çын выртнине асăрханă. Ăна пĕлĕшĕ вырăнне йышăнса çĕçĕпе 50 хутран ытларах чикнĕ, йĕтĕрпе 8 хутран сахал мар çапнă. Каярахпа вăл пĕлĕшне мар, унăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшне, 28 çултискере, вĕлерни çиеле тухнă.

Рубрика: