Итали Чăваш Енпе çывăхланасшăн

10 Фев, 2016

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Италирен килнĕ бизнесменсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ. Делегаци Чăваш Енре инвестици хывмалли çул-йĕрпе кăсăкланать.

"Чăваш Енре хамăн проектсене пурнăçа кĕртме майсем çителĕклине ăнлантăм. Кунта пулнă икĕ кун хушшинче пуçа икĕ-виçĕ пин паха шухăш пырса кĕчĕ. Çавăн пекех республикăра бизнеса аталантарма пулăшма хатĕр политиксене тĕл пултăм", - терĕ делегаци ертÿçи Стефано Бандеки бизнесмен.

С.Бандекин бизнесĕ Италире кăна мар, ытти çĕршывра та ăнăçлă аталанать. Унăн хăйĕн университет пур, Парижра, Бостонра, ытти хулара вĕренÿ заведенийĕн пилĕк филиалĕ ĕçлет. Çавăн пекех вăл тĕрлĕ енлĕ ĕçлекен 17 компани хуçи. "Эпĕ ĕçлеме тата лайăх ĕçлесе илме хăнăхнă", - тет бизнесмен. Чăваш Енре мĕн енĕпе ĕçлессине вăл хальлĕхе пĕлмест-ха. Вырăнти министрсем тĕрĕс çул кăтартса ярасса шанать.

Чăваш Ен ертÿçи Михаил Игнатьев республикăра инвесторсене хисепленине, яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. "Хальхи вăхăтра тĕнчери политика лару-тăрăвĕ çăмăл мар. Çапах та Раççейпе Итали туслă çыхăнăва аркатмаççĕ. Мускав регионсене тĕрлĕ çĕршывсемпе хутшăнусем йĕркелеме ирĕк парать", - право йĕркине пăхăнса ĕçлеме хатĕррине палăртса пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Республики, паллах, çутçанталăкăн пуян ресурсĕсемпе мухтанаймасть. Унăн тĕп пуянлăхĕ, Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - çынсем. "Чи малтан çамрăксен аталанăвне инвестици хывма тăрăшатпăр, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Паянхи Чăваш Енĕн çирĕплĕхĕ - электрооборудовани производстви, автоматизаци. Инвесторсене республика паха кадрсемпе, электроэнерги, газ хакĕпе, аталаннă инфраструктурăпа /тĕнчери çĕршывсемпе çыхăннă аэропорт, федераци трасси/ илĕртет. Çитес вăхăтра пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕ хута каять. Виçĕ сехетре Шупашкартан Мускава çитме май пулĕ ун чухне". Çавăн пекех Михаил Васильевич республика çĕрулми туса илекен тĕп регионсен шутĕнче пулнине палăртрĕ.

Стефано Бандеки Чăваш Енре, Итали çĕрĕнчипе танлаштарсан, бизнес йĕркелеме тата аталантарма услови ытларах пулнинчен тĕлĕннине пĕлтерчĕ, паста производствине йĕркелесе ярас шухăш çуралнине систерчĕ. Михаил Игнатьев, паллах, хăнасене ырă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пулăшса пырассине пĕлтерчĕ.

В.БАГАДЕРОВА.

Рубрика: