Шупашкарта - Патшалăх Думин комитечĕн ларăвĕ

9 Фев, 2016

Нарăс уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенче республикăра Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен комитечĕн вырăнта йĕркелекен ларăвĕ иртет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен федераци корпорацийĕ" акционер обществин генеральнăй директорĕпе Александр Браверманпа тĕл пулнă.

Ларăва Патшалăх Думин экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков ертсе пычĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Комитет председателĕ Анатолий Аксаков пĕчĕк тата вăтам предпринимательсене патшалăх енчен пулăшу кÿрессишĕн Патшалăх Думи саккунсем йышăнас, вĕсене улшăнусемпе хушăмсем кĕртес енĕпе ĕç пынине пĕлтерчĕ.

Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ-статс-секретарĕ Олег Фомичев ларура сÿтсе явнă ыйтупа çак ведомство ертсе пынипе тата пуçарнипе тăвакан мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Федераци корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Александр Браверман хăйĕн сăмахне пĕчĕк тата вăтам бизнеса анлă çул парассипе корпораци юлашки çулсенче тунă ĕçсене халалларĕ тата унăн тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Чăваш Енĕн экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин пĕчĕк тата вăтам бизнес ĕçне лайăхрах йĕркелес тĕллевпе сĕнÿсем пачĕ. Çавăн пекех Патшалăх Думин асăннă комитечĕн членĕ, Саха-Якут республикинчен суйланнă Федот Тумусов депутат, комитет председателĕн заместителĕ Сергей Кривоносов, комитет членĕ Владимир Чеботарев, "ЭКСАР" агентство директорĕ Дмитрий Макеев, Стратеги пуçарăвĕсен агентствин федерацин Атăлçи округĕнчи представительствин ертÿçи Рафаэль Зайнутдинов, ларăва хутшăннă ытти хăна сăмах каларĕ.

Кăнтăрлахи апат хыççăн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕпе Олег Фомичевпа уйрăммăн тĕл пулса калаçнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, комитет членĕсем Шупашкарти "Бреслер" наука-производство пĕрлешĕвĕ" общество ĕç-хĕлĕпе паллашнă.

Михаил Игнатьевпа Александр Браверман ЧР Министрсен Кабинечĕ тата "Федерацин пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен корпорацийĕ" акционер обществи хушшинчи çыхăнусене çирĕплетесси çинчен килĕшÿ турĕç. Çавăн пекех çав обществăпа Чăваш Республикин "Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан нумай функциллĕ центр" автономи учрежденийĕ хушшинче ĕçлĕ çыхăну йĕркелес тĕллевпе килĕшĕве алă пуснă.

Раççейри регионсен банкĕсен ассоциацийĕн тата çÿлте асăннă корпорацин хутшăнăвĕсене çирĕплетес тĕллевпе Анатолий Аксаковпа Александр Браверман килĕшÿ турĕç. Михаил Игнатьев, Александр Браверман тата Анатолий Аксаков журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Патшалăх Думин депутачĕсем "Яхтинг", "ЭКРА", "Букет Чувашии" обществăсенче пулса курчĕç.

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче кунĕпех ĕçлеççĕ. Унти тухăçлă предприятисен ĕç-хĕлĕпе паллашаççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Рубрика: