Ăсчахсем канашларĕç

9 Фев, 2016

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Раççей ăслăлăх кунне халалланă пĕтĕмлетÿллĕ ăслăлăх сессийĕ уçăлчĕ.

Чăваш халăхĕ хăçан, епле пулса кайнă? Çак ыйту кашнинех шухăшлаттарать. Анчах татăклă хурав паракан çук. «299 çынран ыйтрăмăр, 299 тĕрлĕ хурав илтĕмĕр», - тет Юрий Михеев. Тăван халăх кун-çулĕпе кăсăкланакан çамрăк пархатарлă ĕç тунă: Юрий Сергеев режиссерпа пĕрле «История великого народа» документлă-илемлĕ фильм ÿкернĕ. Сесси çак фильма пăхнинчен пуçланчĕ. Паллах, экран çинче курнипе, илтнипе хĕрĕх-аллă çул тĕпчев ĕçĕпе пурăнакансем килĕшмесен те пултараççĕ. Çамрăк ăру тавракурăмĕ çинче никĕсленнĕ ĕç ăсчахсемшĕн «çунакан кăвайт çине çĕнĕ вутă пăрахнă» евĕр чĕрĕ тавлашу-калаçу пуçарса яма сăлтав пулассине палăртрĕ институт директорĕ Юрий Исаев.

Санкт-Петербургри Аслă Петĕр ячĕллĕ антропологи тата этнографи музейĕн /Кунсткамерăн/ ĕçченĕ А.Салмин чăваш халăхĕ пулса кайнине тепĕр тĕрлĕ ăнлантарать. Вăл «История чувашского народа: савирская гипотеза» монографие кун çути кăтартнă. Çак ăслăлăх ĕçне те сессире пахаларĕç. «Атăлçи чăвашĕсен аваллăхĕ» /ертÿçи - Н.Березина/, «Искусство тата çын» /ертÿçи - М.Кондратьев/, «Хальхи чăваш социумĕ: калаçу чĕлхисем» /ертÿçи - И.Бойко/, «Чăваш сăмах культури - сăнсенче» /ертÿçи - И.Кириллова/ секцисенче пăхса тухнă ыйтусем те пĕлтерĕшлĕ.

Тĕпчевçĕсемшĕн, паллах, Ăслăлăх кунĕнчен хисеплĕрех уяв çук. Ăсчахсем професси кунĕ ячĕпе саламсем йышăнаççĕ, ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ. Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче вăй хуракансене ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ П.Краснов, ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ С.Кудряшов, культура министрĕн çумĕ В.Оринов саламларĕç, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.

В.БАГАДЕРОВА