Нумай функциллĕ центр пулăшнипе

9 Фев, 2016

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре пурăнакан 17,5 пин ытла çын иртнĕ çул Пенси фончĕн пулăшăвне тивĕçмешкĕн нумай функциллĕ центрсене пынă.

Чылайăшĕн ыйтăвĕ амăшĕн капиталĕн сертификатне йĕркелессипе, унăн укçипе хуçаланассипе /53 процент/ тата обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельствине илессипе /40 процент/ çыхăннă.

Граждансене çавăн пекех пенси тÿлевне çитермелли майсем, пухăнса пыракан укçана инвестицилесси, соцпакета хирĕçлесе е çĕнĕрен йĕркелеме килĕшсе заявлени парасси интереслентернĕ.

Нумай функциллĕ центрсенче çынсем Пенси фончĕн 17 пулăшăвне илме пултараççĕ. Çак хисеп ÿссех пырать. Халĕ амăшĕн капиталĕн шучĕпе 20 пин тенкĕ пама тата ĕçлеме пăрахни пирки пĕлтерсе пенсие индексацилеме ыйтса çырнă заявленипе пыракансем йышланнă.