ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне çамрăксем сÿтсе явнă

5 Фев, 2016

Студентсене мĕн пăшăрхантарать?

Паян Пĕтĕм Раççейри "Молодая Гвардия Единой России" общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем тата республикăри студентсен пĕрлешĕвĕсен представителĕсем ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне ЧР Наци библиотекинче иртнĕ тĕлпулура сÿтсе яврĕç. Мероприятие ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов хутшăнчĕç.

Студентсене канăçсăрлантаракан ыйтусенчен пĕри - транспортра уйăхсерен çÿремелли билетшăн компенсаци пама пăрахни. Культура тытăмĕнче ĕçлекен çамрăксене хавхалантармалли программăсем пулĕç-и? Вĕрентÿ центрĕсем уçăлни хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме мĕнле витĕм кÿрет? Çак тата ытти ыйту тавра тĕплĕн калаçрĕç.

Рубрика: