Спорт уявĕ йыхравлать

5 Фев, 2016

Нарăсăн 7-мĕшĕнче 2014 çулта Сочире иртнĕ хĕллехи Олимп вăййисене халалласа пирĕн çĕршывра Спортăн хĕллехи тĕсĕсен кунне уявлаççĕ. Кăçалхипе иккĕмĕш хут иртекен спорт праçникне Чăваш Енре те анлăн паллă тăвĕç.

Пĕлтĕрхи пекех çак кун республикăра чылай мероприяти йĕркелеме палăртнă. ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ Алексей Яковлев пĕлтернĕ тăрăх - Спортăн хĕллехи тĕсĕсен кунĕ кăçал «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнчи савăнăçлă уявран пуçланĕ. «Унта çамрăк хоккеистсемпе фигуристсем, конькипе чупакансемпе шорт-трекерсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Унтан арена çине хоккеистсем тухĕç. «Туспа» «Армада» тата «Тракторпа» «Энергия» командăсем Чăваш Ен чемпионачĕн тĕп парнине çĕнсе илессишĕн тупăшĕç», - терĕ Алексей Николаевич журналистсемпе спорт ĕçченĕсем валли ирттернĕ пресс-конференцире.

Пăр керменĕнчех каçхи 16 сехетре конькипе ярăнма юратакансем валли дискотека пулĕ. 18 сехетре «Олимпийский» стадионта каток ĕçлеме тытăнĕ. Çав кунах Чăваш Енре тĕрлĕ ăмăрту иртĕ. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкарта конькипе чупакансен «Пирĕн шанăç» турнирĕ старт илĕ, «Вертикаль» центрта сăрт-ту йĕлтĕрçисем тупăшĕç, Шупашкарти 2-мĕш спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче ветерансем «Туслăх кубокĕшĕн» вăй виçĕç.

Рубрика: