Усал шыççа маларах тупса палăртма

5 Фев, 2016

Нарăсăн 4-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери усал шыçă чирĕсемпе кĕрешмелли кун. Ăна халалласа нарăсăн 4-27-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче уйăхлăх ирттереççĕ: Республикăри онкологин клиника диспансерĕ амака маларах тупса палăртас, ку енĕпе çынсен теветкеллĕхне ÿстерес тĕллевпе профилактика акцийĕсем йĕркелет.

Усал шыççа маларах тупса палăртас тĕллевпе Республикăри онкологи клиникин диспансерĕн врачĕсен консультаципе диагностика йышăнăвĕн ушкăнĕ 7 медицина учрежденийĕнче /хулари 1-мĕш клиника больницинче /нарăсăн 5-мĕшĕнче/, П.Н.Осипов ячĕллĕ хулари 1-мĕш больницăра /6-мĕшĕнче/, Хулари тĕп больницăра /12-мĕшĕнче/, Хулари 7-мĕш больницăра /13-мĕшĕнче/, Хулари клиника центрĕнче /19-мĕшĕнче/, Хулари 2-мĕш больницăра /20-мĕшĕнче/, Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче /26-мĕшĕнче/ 8.00-14.00 сехетсенче пациентсене йышăнать. Унта пымашкăн сиплев учрежденийĕсен регистрацийĕсенче маларах çырăнмалла.

Нарăсăн 6-мĕшĕнче халăха Шупашкар кÿлмекĕн хĕррине «Тухтăрпа уçăлса çÿрени» сиплев акцине йыхравлаççĕ. Республикăри клиника больницин диагностика центрĕнче /Мускав проспекчĕ, 19/4-мĕш çурт /нарăсăн 7-мĕшĕнче онкологи ыйтăвĕсемпе Евразин улттăмĕш семинарĕ ĕçлĕ: усал шыçăран сиплессипе çыхăнман специалист-тухтăрсем чире аталанăвăн малтанхи тапхăрĕнче тупса палăртасси тата диагностикăласси çинчен канашлĕç.

Уйăхлăх онкологи диспансерĕнчи уçă алăксен кунĕпе нарăсăн 27-мĕшĕнче вĕçленет.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп онкологĕн Сергей Агафонкинăн шухăшĕпе, мероприятисен тĕллевĕ - çынсене усал шыçă пуласран асăрхаттарасси, онкологипе çыхăнман специальноçлă тухтăрсен малтанхи диагностика ыйтăвĕсем тĕлĕшĕпе çыхăннă пĕлĕвне ÿстересси.

В.ИЛЬИНА

Рубрика: