Патшалăх службинче пултаруллă кадрсем кирлĕ

5 Фев, 2016

РФ Президенчĕ çумĕнчи «Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн» Шупашкарти филиалĕ влаçăн республика тата муниципалитет органĕсенче ĕçлемешкĕн патшалăх служащийĕсем хатĕрлекен аслă вĕренÿ учрежденийĕ шутланать. Кунта пĕлÿ илнисем тĕрлĕ отрасльте вăй хураççĕ, ăста та пултаруллă специалистсем пулнипе палăрса тăраççĕ. Лайăххин чикки çук паллах. Хальхи кăткăс та йывăр лару-тăрура, анăçри çĕршывсем Раççее тĕрлĕ санкципе хăратнă тата тĕнчере кризис алхаснă тапхăрта регион, муниципалитет тытăмĕсен тилхепине чăн-чăн хуçа пек тытса пымашкăн пулас специалистсен аслă шкултах хăнăхмалла, тавракурăма анлăлатмалла, çаврăнăçулăха ÿстермелле, кÿршĕсен опытне алла илмелле, ăсчахсен ăнтăлуллă шухăшĕсене ăша хывмалла. Çак тĕллевпе филиалта йăлана кĕнĕ ăслăлăхпа практика конферецийĕсем çулленех иртеççĕ.

Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче çиччĕмĕш хут йĕркелерĕç ăна. Ĕçлĕ калаçăва регионсен институциллĕ модернизацине халалланă, тĕп тема экономика, социаллăх тата управлени ăнтăлăвĕсемпе çыхăннă.

Пленарлă ларура асăннă академин çĕршывăн тĕрлĕ субьектĕнчи филиалĕсен ăсчахĕсем хутшăнчĕç, кадрсен потенциалне хатĕрлемелли технологисен, муниципалитетсенче социаллă-экономика процесĕсене йĕркелессин, хальхи экономикăн интеграци процесĕсен ыйтăвĕсене тишкерчĕç. ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ И.Кустарин, Шупашкарти филиал профессорĕ В.Тарасов тишкерÿллĕ пĕтĕмлетÿсем тунине пухăннисем пысăк хак пачĕç.

Академи филиалĕпе РФ Юстици министерствин Чăваш Енри управленийĕ ĕçлĕ çыхăнусене малалла тăсмашкăн килĕшÿ çирĕплетни те - пĕлтерĕшлĕ пулăм.

Кăнтăрла иртсен конференцие хутшăннисем секцисене пайланса канăç паман ыйтусене малалла тишкерчĕç. Студентсем те хăйсен тĕпчевĕсемпе паллаштарчĕç.

В.СМИРНОВА

Автор: