Чĕмпĕр чăвашĕсен - çĕнĕ ертÿçĕ

5 Фев, 2016

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче облаçри Чăваш наци культура автономийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Енрен ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш заместителĕ Валерий Клементьев хутшăннă.

Чĕмпĕр хутлăхĕнче 96 пин чăваш пурăнать, çавăнпа Чăваш наци культура автономийĕн ĕçĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Юлашки 13 çул пĕрлĕхе облаç кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçи, ЧР Министрсен Кабинечĕн Чĕмпĕр облаçĕнчи представителĕ Владимир Сваев ертсе пынă. Халĕ облаçри 18 районта асăннă автономин уйрăмĕсем ĕçлеççĕ.

Конференцие облаç кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, хула пуçлăхĕ Сергей Панчин хутшăнни пуху сумне ÿстернĕ.

- Сирĕн автономи общество ĕçне хастар хутшăнать. Облаçăн экономикине аталантарас тĕлĕшпе чăвашсен тÿпи уйрăмах пысăк, - тенĕ Сергей Морозов.

Шупашкартан пырса çитнĕ хăнасем те сăмах илнĕ. Сергей Казаков чăваш культурине аталантарассишĕн тата нацисен туслăхне çирĕплетессишĕн хастар ĕçленĕшĕн Владимир Сваева ЧР Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Валерий Клементьев облаçри чăваш хастарĕсене ЧНК Хисеп хутне панă.

Владимир Сваев автономин юлашки тапхăрти ĕçĕпе паллаштарнă, тăрăшуллă чăвашсене тав тунă.

- Ачасене шкулта тăван чĕлхене вĕрентесчĕ, йăлана кĕнĕ уявсене малалла тăсасчĕ. Пирĕн тĕллев - тăван халăх культурине аталантарасси, облаçра пурăнакан 120 ытла халăх çыннисемпе туслă пурăнасси, - çапла вĕçленĕ хăйĕн сăмахне докладçă.

Председатель пулма икĕ кандидата сасăлава кĕртнĕ. Пĕри - çак ĕçе чылай çул йĕркелесе пынă Владимир Сваев, тепри - Чĕмпĕр телекуравĕ валли «Еткер» кăларăм йĕркелесе пыракан Олег Мустаев. Вăрттăн сасăлавпа ытларах сасă пухса Олег Мустаев çĕнтернĕ.

Рубрика: