Тани Юн çуралнăранпа – 113 çул

5 Фев, 2016

Кăрлачăн 28-мĕшĕнче чăвашсен пĕрремĕш киноактриси, наци культурин паллă ĕçченĕ Татьяна Степанова Максимова-Кошкинская - Тани Юн çуралнăранпа 113 çул çитрĕ. Çак кун Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем тата чăваш киноискусствипе кăсăкланакансен пĕр ушкăнĕ Карачура масарне кайрĕç, актрисăн вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç.

Унтан Тани Юн пултарулăхне хисеплекенсем Чăваш наци музейне пухăнчĕç. Киноактрисăн çуралнă кунне халалланă «Чун тата ăсталăх таланчĕ: Тани Юн - кинора» уява музей директорĕ Ирина Меньшикова уçрĕ. Вăл Тани Юн чăваш киноне тата театр искусствине аталантарма пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. ЧР Электрон тата кинодокументаци архивĕн директорĕ А.Белов чăваш артисткине Любовь Орловăпа танлаштарчĕ, унăн пултарулăхĕ çутă, актер ăсталăхĕ курăмлă пулнине палăртрĕ. Алексей Георгиевич Татьяна Степановна чăваш кино историйĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнни, вăл ÿкерĕннĕ фильмсене архивра тирпейлĕ упрани çинчен каларĕ.

Уява пухăннисем «Чăваш кинематографĕн историйĕ» документлă фильма пăхрĕç, Тани Юн пысăк ăсталăхпа вылянă рольсене аса илчĕç. Чăваш наци культурин ĕçченĕсем тăван халăхăн пĕрремĕш киноактрисине чăннипех хисеплеççĕ, юратаççĕ. Тани Юн ентешĕсем - Етĕрне районĕнчен килнĕ «Сăр Ен» фольклор ансамблĕ - уява юрă-ташăпа пуянлатрĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем - Василиса Петрова, Сергей Иванов, Валерий Карпов, Василий Иванов, Оксана Драгунова - И.С.Максимов-Кошкинскин «Вĕри юнлă çемçе чун» драминчи сыпăка кăтартрĕç. «Çеçпĕл Мишши» илемлĕ фильм та пухăннисене килĕшрĕ. Уява килнисем Çеçпĕл рольне вылянă Иосиф Дмитриев асаилĕвĕсене те кăсăклансах итлерĕç.

Рубрика: