Канашлама, паллашма, историпе кăсăкланма

4 Фев, 2016

Сĕнтĕрвăрри районĕнче экономикăна туризм шучĕпе аталантарассине тĕпе хума тăрăшаççĕ.

Пĕлтĕр кунта, çав шутра СССР космонавт летчикăн А. Г. Николаевăн асăну комплексне, 63,8 пин çын ?виçĕм çулхи кăтартăвăн 109,6 проценчĕ% çитсе курнă. Пĕтĕмпе туристсен 194 ушкăнне кĕтсе илнĕ. Мускав, Санкт-Петербург, Самар, Хусан, Чулхула, Киров, Зеленодольск, Йошкар-Ола, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен тата ытти вырăнтан вĕсем 29 автобуспа, 31 теплоходпа килсе çитнĕ. Атăл тăрăх теплоходпа килнисем хушшинче Çурçĕр Корея, Китай Халăх Республикин, Тайланд, Нидерланд тата Бельги турисчĕсем пулнă.

Иртнĕ çул Чĕмпĕр хулинчи туризм фирми валли çемье маршручĕ шайĕнче "Канмалли кун круизĕ" ятпа теплоход чарăнăвĕн программине хатĕрленĕ. Çак вăхăтра туристсене районти мĕнпур пĕлтерĕшлĕ объектсемпе паллаштарнă. Тĕслĕхрен, программăна купсапа мещен пурнăçĕн музейне, Нарат Чакки ялĕнчи Даньковсен хăна çуртне, А. Г. Николаев космонавт летчикăн асăну комп-лексне кĕртнĕ.

Пулăм туризмне аталантарас тĕлĕшпе Сĕнтĕрвăррисем патшалăх грантне тивĕçессишĕн ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра Пĕтĕм Раççейри Посадсен пĕрремĕш фестивальне ирттерессипе хатĕрленĕ проекта федерацин "Раççей культури" тĕллевлĕ программине хутшăнма тăратнă. Ăна ырласан кăçалхи çулла Сĕнтĕрвăрри районĕнче регионсем хушшинчи Посадсен пирвайхи фестивалĕ иртмелле. Унта Раççейри мĕнпур Посадсен делегацийĕсене чĕнĕç.

Рубрика: