105 çул тултарнă

4 Фев, 2016

Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшкасси Кушкă ялĕнче пурăнакан Мария Иванова нарăсăн 1-мĕшĕнче 105 çул тултарнă. Вăл 10 ача çуратса ÿстернĕ.

Мария Ивановна 15 çулта тăлăха юлнă хыççăн йывăрлăхсене пĕчченех парăнтарнă. Ун чухне вăл хăйсен ялĕнче пурăнакан Федорпа паллашнă, виçĕ çултан унпа çемье çавăрнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен вĕсен 5 ача çуралнă. Упăшкине фронта илсе кайсан пĕр ывăлĕ чирлесе вилнĕ. Телее, Федор Иванович вăрçăран чĕрĕ-сывă таврăннă. Кун хыççăн çемьепе тепĕр 5 ача кун çути курнă. Мăшăр çур ĕмĕр пĕрле пурăннă.