Курăк таптанăшăн

4 Фев, 2016

Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче пурăнакан арçын тĕлĕшпе суд приговор вуланă. Ăна çирĕп режимлă колоние 10 çуллăха ăсатнă.

Следстви тата Красноармейски районĕн сучĕ çирĕплетнĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче 57-ри арçын ял хĕрринче ентешĕпе хирĕçсе кайнă та ăна регистрацилемен 16 калибрлă пăшалтан çурăмĕнчен тата пуçĕнчен пенĕ. Лешĕ çавăнтах сывлама чарăннă. Кун хыççăн арçын килне таврăнсан тискер ĕçĕ пирки йĕрке хуралне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Уголовлă ĕç материалĕсенче палăртнă тăрăх, ентешĕ унăн çĕр лаптăкĕ çине тракторпа кĕрсе курăк таптанă. Следстви вăхăтĕнче çак арçын 2000 çултанпа килĕнче пăшал тата çар хатĕрĕсене саккунсăр майпа упрани çиеле тухнă.