Театр çамрăк артистсене кĕтет

4 Фев, 2016

Пурте артист пулаяççĕ-и? Тĕрĕссипе, çĕр çинчи кашни çын - артист. Кашниех роль вылять. Пурнăçне театрпа çыхăнтарма шухăшлакансем вара чăн-чăн маçтăр патне лексе ăсталăхне аталантарма пултараççĕ. Çак кунсенче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче труппа йышне ÿстерес тĕллевпе çуллахи экзамен умĕнхи суйлав иртрĕ. Пĕр кунхине эпĕ те пулас артистсен пултарулăхĕпе паллашма кайрăм.

Театрта ĕçлеме тĕллев лартнисемшĕн ку - 10 çулта пĕрре пулакан телей. Юлашки хут кунашкалли 2005 çулта иртнĕ. Ун чухне Оксана Драгунова, Сергей Павлов, Евгений Урдюков тата ыттисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарса ку енĕпе специальноç алла илнĕ. Халĕ вĕсем 5 çула яхăн театрта ĕçлеççĕ. Ун чухне Василий Иванов та хăйĕн ăсталăхне тĕрĕсленĕ хыççăн сцена çинче рольсем калăплама тытăннă. Халĕ акă хăй те пулас артистсен пултарулăхĕпе паллашрĕ.

Труппăна çамрăк артистсене йыхравланине чылай маларах пĕлтернĕ. Анчах, шел те, пĕрремĕш кунхине 3 çамрăк çеç килчĕ. Сăмах май, яшсемпе хĕрсен 16-25 çулсенче пулмалла. Комисси суйласан вĕсем Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕ çумĕнче вĕренĕç. Алла диплом илсен çамрăксем театрта ĕçлеме тытăнĕç. Анчах унччен чылай тар тăкмалла: пултарулăха кăтартмалла, ППЭ ăнăçлă тытмалла. Вырăс литератури чăваш ачисене уйрăмах ура хурать иккен, çавăнпах театрта ĕçлекенсем куншăн питĕ пăшăрханаççĕ. Çамрăк вырăс литературипе экзамен тытаймарĕ тĕк, ăна кирек мĕнле пултаруллă пулсан та аслă шкула йышăнма ирĕк çук.

Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕлте пурăнакан Оля Ильина нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕчченех вырăс литературине тытассине палăртнă /шăпах çак кунччен хăш предметпа ППЭ тытассине суйламалла/. 11-мĕш класра вĕренекен Оля ача чухнех артист пулма тĕллев лартнă. Аслă классенче шухăшĕ улшăннă, анчах пултарулăх конкурсĕсене хутшăнма тытăнсан ача чухнехи ĕмĕчĕ каялла таврăннă. Ара, пике 1-мĕш вырăнсем çеç йышăннă. Республика шайĕнче «Чĕрĕ сăмах», Вера Кузьмина артистка ячĕпе иртнĕ конкурссенче унăн пултарулăхне пысăк хак панă. Ольăна шкулти мероприятисене ертсе пыма та шанаççĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрне çамрăксене йыхравлани пирки радиопа илтнĕскер унта хутшăнса пăхма шухăшланă. Çак районтах çуралса ÿснĕ Кирилл Рыбаков 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытнă. Халĕ унта вĕренет. 4 çул ытла купăс калаканскер «Янтал» ансамбле çÿрет. 19 çулти çамрăк гитара та, баян та калать.

Кастинга яшсемпе хĕрсен сăвă, юптару, монолог вĕренсе килмеллеччĕ. Юрлас тата ташлас ăсталăха та тĕрĕслерĕç. Оля Альбина Юратун «Салам» сăввине туйăмлăн каларĕ, Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» юптарăвне янраттарчĕ. «Чи кирли - сăнар калăплани мар, хăвăра кăтартма тăрăшни. Вылямалла мар, хăвăр çине урăх çын рольне те ан илĕр», - асăрхаттарчĕç комисси членĕсем. Пике çÿхе тата хулăн сасăпа калаçма пултарни савăнтарчĕ артистсене. Вĕсене шăпах çавăн пеккисем кирлĕ. Кирилл комисси членĕсене хăйсен тата Елчĕк районĕсенчи салтак, хăна юррисемпе паллаштарчĕ. Вăл алла купăс çеç мар, гитара та тытрĕ. Пикепе яш илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе чăваш ташши ташларĕç.

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 23 çулти Настя та кастинга çитрĕ. Чăвашла пĕлмест пулин те комисси унăн пултарулăхĕпе паллашрĕ. Кĕçех вырăсла калаçакансене те суйлĕç иккен. Çулла чăвашла тата вырăсла калаçакан 8-шар çамрăк культура енĕпе вĕренмешкĕн «путевка çĕнсе илĕ». Муниципалитет службинче тăрăшакан Анастасия Мускаври ГИТИСа е Б.Щукин ячĕллĕ театр институтне вĕренме кĕресшĕн пулнă. Вăл «Химик» культура керменĕ çумĕнчи вокал ансамбльне çÿрет, фортепианопа рояль калать. Пике артист ăсталăхне те туптанă.

Хаклавçăсем кашни çамрăка сĕнÿ-канашпа пулăшрĕç. Пĕрисен ăсталăхне ытларах уçмашкăн урăх юптару е проза сыпăкне суйламалла, теприсен педагогпа çеç мар, хăй тĕллĕн те хатĕрленмелле. Утă уйăхĕн 16-мĕшĕччен, тĕп экзаменччен, вăхăт пур-ха. Труппăна çамрăксем килесси куç кĕрет.

Ирина КОШКИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.