Чăваш Ен коррупципе ăнăçлă кĕрешет

29 Янв, 2016

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев Чулхулара РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен коллеги ларăвне хутшăннă. Унта коррупципе кĕрешессипе çыхăннă темăна сÿтсе явнă.

Президентăн округри полпречĕ Михаил Бабич палăртнă тăрăх - округра коррупципе кĕрешес ĕçе анлăн йĕркеленĕ. Сăмахран, мĕнпур регионта тивĕçлĕ норма никĕсне çирĕплетнĕ. Пĕтĕмпе 4038 норма актне йышăннă, регионсен ятарлă комиссийĕсене туса хунă, тĕрлĕ шайри 4 пин ытла служащи коррупципе кĕрешес енĕпе пĕлĕвне ÿстернĕ. Патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли тĕрлĕ тавар туянмалли процедурăсемпе механизмсене лайăхлатас тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк.

Çине тăрса ĕçленĕ май 2015 çулта Атăлçи округĕнче коррупципе çыхăннă преступленисен шутне 3,6% чакарма май килнĕ /пĕтĕмпе вĕсен шучĕ 6472-пе танлашнă/. Юридици тĕлĕшĕнчен патшалăхăн тата муниципалитетсен 1072 служащине явап тыттарнă /вĕсенчен 71-шне - уголовлă майпа/. Çавăн пекех взятка илнĕ /22,9%/, должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнă /6%/, должноç полномочийĕсен картинчен тухнă /7,5%/ тĕслĕхсем сахалланнă.

Коллеги ларăвĕнче Чăваш Республикинче Коррупципе кĕрешмелли пĕрлехи мероприятисен планне мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ. РФ Президенчĕн ФАОри полномочиллĕ представителĕн аппарачĕн çак пилот проектне право хуралĕн органĕсемпе, прокуратурăпа тата регионăн влаç органĕсемпе тачă çыхăну тытса пурнăçланă. Планпа пăхнă ĕçе ăнăçлă тесе хакланă. Калăпăр, Чăваш Енре коррупцирен сыхланса йĕркеленĕ тĕрĕслевсен тата дисциплина енĕпе явап тыттарнисен шучĕ пысăкланнă. 2015 çулта пĕтĕмпе 314 граждан служащийĕ тата патшалăх должноçĕсене йышăнакан тĕлĕшпе 354 тĕрĕслев ирттернĕ. Танлаштарма: 2014 çулта 34 служащи тĕлĕшпе кăна тĕрĕслев йĕркеленĕ.

Çавăн пекех 2015 çулта республикăра муниципалитетсен пурлăхне тытса тăрассине йĕркеленине тĕпчес тĕллевпе право хуралĕн органĕсемпе пĕрле муниципалитетсенче вырăна тухса комплекслă 10 тĕрĕслев ирттернĕ. Çавна май муниципалитет пурлăхĕн реестрне пуянлатассин кăтартăвĕ 1,5 хут ытла пысăкланнă, 77% çитнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев хăйĕн докладĕнче республикăн влаç органĕсен коррупципе кĕрешессипе çыхăннă тĕп тĕллевĕсене палăртнă.

А.МАКАРОВ