Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă

29 Янв, 2016

Владимир Путинпа Михаил Игнатьевăн Мускавра ĕнер иртнĕ ĕçлĕ тĕлпулăвĕнчи диалогпа паллаштаратпăр:

В.Путин: Михаил Васильевич, республика иртнĕ çула мĕнле вĕçлерĕ?

М.Игнатьев: Хисеплĕрен те хисеплĕ Владимир Владимирович, эпĕ ятарласа презентаци хатĕрлерĕм. Пĕтĕмĕшле илсен тата комплекслă майпа хакласан - çулталăка йĕркеллĕ вĕçлерĕмĕр. Мĕншĕн çапла калатăп? Мĕншĕн тесен 2014 çул вĕçĕнчех, республика социаллă пурнăçпа экономика енĕпе мĕнлерех аталанассине планланă, прогнозсем тунă чухне, эпир ĕç-пуç аталанăвĕн виçĕ сценарине хатĕрленĕччĕ. Япăх икĕ сценари сирĕлчĕ, эпир чи лайăх сценари патне çывхартăмăр.

Бюджетăн тупăш пайне илес тĕк - ăна процентпа илсен палăртнинчен 1,8 хут ытларах пухрăмăр. Ку - Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ, 44 млрд та 364 млн тенкĕлĕх.

Сирĕн указсене илес пулсан, паллах, эпир вĕсене пурнăçлатпăр. Педагогика, медицина ĕçченĕсен, вăтам, кĕçĕн медицина персоналĕн шалăвĕ "çул-йĕр карттин" индикаторĕсемпе шайлашуллă.

Тĕп кăтартусем тĕлĕшпе çакна пĕлтересшĕн: ача çуратасси модăна кĕчĕ. Тăватă çул демографи лару-тăрăвĕ ÿсĕмлĕ, эпир халь нумай çул пурăнакансен йышне тĕрлĕ енлĕ хаклама тытăнтăмăр. Юлашки пилĕк çула илес тĕк, нумай пурăнакансен, Чăваш Республикин çыннисен, шучĕ 4 пин те 910 çын чухлĕ ÿсрĕ. Çакă 2010 çулхинчен 37 процент нумайрах. 100 çул урлă каçнисем паян - 64 çын. Вĕсен шучĕ 18 процент пысăкланнă.

В.Путин: Турă сывлăх патăр вĕсене.

М.Игнатьев: Йывăрлăхсем пуррине пăхмасăр çынсем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене мĕнле туясси лайăхланса пырать. Çапах экономикăри лару-тăру ансат мар, потребительсен тавар туянасси чакрĕ. Ку ыйтусемпе эпир ĕçленĕ, ĕçлĕпĕр - пирĕн урăх вариант çук.

Эсир Çырура фельдшерпа акушер пункчĕсем тумалли тĕллев палăртнă май çакна каласшăн: эпир пуçламăш медицина тĕлĕшпе яланах тимлĕ пулнă. Юлашки 2,5 çулта 100 фельдшерпа акушер пункчĕ тунă. Вĕсем пирĕн 525 пулнă - "чăх ури çинчисем". Сивĕ тапхăрта температура - 10 градус, пирĕн ветерансем кăмăлсăрланатчĕç. Çав пунктсене пăсрăмăр, çĕннисене турăмăр. Медицина оборудованийĕпе, ăшăпа - пирĕн газификаци пур - пĕрле хакласан вăтам хак 2,5-3 млн тенкĕпе танлашать. Питĕ хаклă тееймĕн. Кăçалхи бюджетран 50 млн тенкĕ уйăрма палăртса хунă ĕнтĕ, тата 50 пункт çĕклĕпĕр. Вĕсене туса пĕтерсен, хута ярсан Сире эпир ку енĕпе умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлани çинчен пĕлтерĕп.

В.Путин: Пăхăр-ха, сирĕн тирпейлекен производствăсем регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн тытăмне хывнă тÿпе чи пысăкки. Мĕнле предприятисен шучĕпе?

М.Игнатьев: Кунта çакна калам: эпир электротехника промышленноçĕн организацийĕсемпе вăйлă. Паян пирĕн организацисем, вĕсем 27, хăйсен интересĕсене лоббилеме электротехника кластерне пĕрлешрĕç. Кунта шăпах импорта улăштарассипе çыхăннă ăнăçусем пур. Вĕсем паян тĕнче шайĕнчи ABB, Alstom, Schneider Electrik компанисемпе тупăшаççĕ. Пирвайхи утăмсем лайăх, 2015 çулта та ÿсĕмлĕ ĕçлерĕç, продукцие туянаççĕ.

Пытармасăр калатăп, машинăсем тăвасси - "Трактор завочĕсем" концерн - Раççейре те, республикăра та питĕ пысăк йывăрлăхра. Сирĕн тивĕçлĕ хушусем пур, çĕнĕрен вăй илесси, тытăма улăштарасси килĕ. Эпир вĕсем валли электротехника кластерне йĕркелеме тата лайăхрах условисем тăватпăр.

Вĕсем паян пирĕн патшалăх корпорацийĕсем, концернĕсем, акционер обществисем - РЖД, Газпром, нефтьпе газ промышленноçĕ - федераци шайĕнче ирттерекен конкурссене хутшăнаççĕ. Çапла вара конкуренцие парăнмаççĕ, паха продукци сутма пултараççĕ. Ку - пĕрремĕшĕнчен.

Иккĕмĕшĕнчен, палăртсах каласшăн, унта паян çамрăк çынсем ĕçлеççĕ, коллективсен йышĕ - вăтамран 30-35 çулсенче. Вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн 100 проценчĕпех ĕçе вырнаçаççĕ. Иккĕмĕш курс хыççăнах практикăна килеççĕ, ĕç паракансем вĕсене хаваспах ĕçе йышăнаççĕ. Чăваш Ен экономикинче çирĕпленнĕ вăтам ĕç укçинчен 2, 2,5, 3 хут пысăкрах шалу тÿлеççĕ. Çын капиталне, этеме хывакан инвестицисем вăхăт иртнĕ май лайăх кăтарту кÿреççĕ.

Предприятисен инноваци аталанăвне илес пулсан, çакна та палăртмалла, паян пирĕн кашни пиллĕкмĕш предприяти инновацисене тĕпе хурса аталанать. Кунта та ÿсĕм никĕсĕ япăх мар, хальлĕхе эпир туллин усă курман хăватсем, шалти резервсем пур. Ку ыйтусемпе хамăрăн бизнесменсемпе, пĕчĕк тата вăтам сыпăкри предпринимательсемпе пĕртен пĕр тĕллеве тĕпе хурса ĕçлĕпĕр: тупăшсене ÿстермелле.

В.Путин: Лайăх.

Тĕл пулу çинчен тĕплĕнрех "Хыпар" хаçатăн çитес ытларикунхи номерĕнче вуласа пĕлĕр.