Пĕрлехи проекта - пурнăçа

29 Янв, 2016

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство çуртĕнче Китай Халăх Республикин /КХР/ Сычуань провинцийĕн делегацине йышăннă. Ĕçлĕ тĕлпулăва Китай провинцийĕн Халăх Правительствин Канцелярийĕн представителĕсем, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тата экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн заместителĕсем Михаил Резниковпа Виталий Емельянов, "Чăваш Республикин Корпораци аталанăвĕн" ПАО гендиректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктор Гриншпун хутшăннă.

Пухăннисем регионсен пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессин малашлăхĕ, уйрăммăн илсен, Чăваш Ен территорийĕнче пĕрлехи проекта епле пурнăçласси çинчен калаçнă. "Чăваш Ен - Сычуань" агропарк" ООО туса хуни çинчен 2014 çулхи юпа уйăхĕнче Мускавра иртнĕ тĕлпулура экономикăн тĕрлĕ хутлăхĕ икĕ енĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици килĕшĕвне РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тата КХР Патшалăх Канашĕн премьерĕ Ли Кэцян алă пуснă.

Иван Моторин премьер-министр Китай инвесторĕсем валли республикăн темиçе районĕнче çĕр лаптăкĕсем уйăрса пама палăртни çинчен хыпарланă. Анчах ĕçтешсен хăш агротехнологипе усă курасси, мĕн акса-лартса çитĕнтересси çинчен тулли информаци хатĕрлемелле. Çĕрулми туса илес, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетес ыйтусене те пĕрле сÿтсе явĕç.

КХР делегаци ертÿçи, Сычуань провинцийĕн Халăх Правительствин ют çĕршыв тата эмиграци ĕçĕсен Канцеляри пуçлăхĕн заместителĕ Чжан Ечу "Чăваш Ен - Сычуань" агропарк" проекта пурнăçлассишĕн çине тăрса ĕçлеме хатĕрри çинчен пĕлтернĕ. Палăртма кăмăллă: Чăваш Енпе Сычуань провинцийĕн гуманитари хутлăхĕнче йышăннă проекчĕсем ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ.

В.ВАЛЕНТИНОВ

Рубрика: