Пулас политиксемпе сÿтсе явнă

29 Янв, 2016

РФ Президенчĕн Чăваш Енри йышăну пÿлĕмĕнче ЧР федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представительствин кадр резервĕнче тăракан çамрăксемпе тĕл пулнă.

Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç çĕршыври тата хамăр регионти обществăпа политика пурнăçне тишкернĕ, паянхи общество институчĕсен вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ пирки сăмах пуçарнă тата патшалăх органĕсен ĕçĕ-хĕлне вăйлатмалли мелсене пăхса тухнă. Геннадий Федоров вара влаç органĕсенчи вакансисемпе паллаштарнă тата кадр резервне кĕме хатĕрленекенсемпе курса калаçнă.

Аса илтеретпĕр: çамрăксен кадр резервне темиçе çул каялла йĕркелерĕç. Унта пултаруллă та хастар, вĕренÿпе ĕçре малта пыракан тата хăйсен пурнăçне патшалăх службипе çыхăнтарма тĕллев тытнă каччăсемпе хĕрсене илеççĕ. Пирĕн республикăра та кадр резервне йĕркеленĕ, çак йышра общество ĕçĕнче тăрăшулăх кăтартакан сахал мар. Атăлçи округĕнчи кадр резервне вара 7 ентеше кĕртнĕ.

Рубрика: