- Чăвашла верси
- Русская версия
Интернет аталансан та вулаканĕсене çухатмасть
- çырнă Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи. Çак йĕркесемпе килĕшмесĕр тăраймăн. Чăваш халăхĕн пĕрремĕш хаçачĕн кун-çулĕ чăннипех те çăмăл пулман. Самана улшăнăвне кура ăна кăларма чарнă, хăйĕн ятне вăл темиçе хут улăштарнă. Çапах тăван халăхăмăр хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ Николай Никольский чĕнсе каланине - «Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ» тенине - асра тытнă, чăвашла кăларăмсене вулама пăрахман. Çакна «Хыпар» Издательство çурчĕ 2016 çулта вулаканăмăрсен йышне сыхласа хăварни çеç мар, хăш-пĕр кăларăмăн тиражне ÿстерме пултарни те çирĕплетет. Сăмах хăйĕн вăйне çухатмасть. Куллен тухса тăракан хаçат пин-пин вулаканшăн чун апачĕ пулса тăчĕ.
Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче тăван чĕлхепе пичетленекен кăларăм тухма тытăннăранпа 110 çул çитрĕ. Шăпах çак кун 1906 çулта Хусан хулинче «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Унăн пĕрремĕш редакторĕ Николай Никольский чăваш халăхĕшĕн чăннипех те пысăк ĕç тунă. Паянхи «хыпарçăсем» унăн ĕçне малалла тăсаççĕ. Кăларăм пичетпе культура историйĕнче уйрăм вырăн йышăнать. Унăн страницисенче республика пурнăçĕ, хуласемпе ялсен аталанăвĕ çулран-çул çырăнса пырать.
"Хыпар" Издательство çурчĕ 15 хаçат-журнал кăларса тăрать. Корреспондентсем республикăн тĕрлĕ кĕтесне тухса çÿреççĕ, кăсăклă статьясем хатĕрлеççĕ. Электрон технологисем, Интернет анлă сарăлнă тапхăрта "Хыпар" хаçат хăйĕн вулаканĕсене сыхласа хăварма тăрăшать. Республика тулашĕнче пурăнакансем тăван тăрăхри çĕнĕ хыпарсемпе сайтра паллашма пултараççĕ. Çавăн пекех ăна электрон майпа та çырăнса илме май пур.
Любовь ПЕТРОВА.
Комментировать