«Тăван тăрăха илĕртмелле»

28 Янв, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашрăмăр. Михаил Васильевич пĕлтĕрхи кăтартусемпе, çитĕнÿсемпе, пурнфăçа кĕртмелли ытти тĕллевпе паллаштарчĕ. Халăх шухăш-кăмăлне пĕлес тесе тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан çамрăксене чăрмантартăмăр.

Алена АРШИНОВА, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ:

- Çыру питĕ кăсăклă та пуян пулчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унчченхи çулсенчи, тĕпрен илсен пĕлтĕрхи, кăтартусене пĕтĕмлетрĕ. Вăл хăйĕн командин, Правительство ĕçĕн хăш-пĕр саманчĕпе паллаштарчĕ, çитĕнÿсем, кăçал пурнăçламалли тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕренÿпе сывлăх сыхлавĕ, агросекторпа строительство тытăмне пулăшас, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас ыйтусене те çĕклерĕ. РФ Президенчĕ каланă хăш-пĕр проекта пурнăçа кĕртмелли пирки те сăмах пычĕ. РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Павел Астахов: "Чăваш Ен - ачасем пурăнмалли, аталанмалли чи лайăх регионсен йышĕнче", - тенĕ. Паян Чăваш республики ТОП-регионсен йышне кĕрет. Эпир чылай çитĕнÿ тунă, ку ĕçе малалла тăсмалла, республикăна аталантармалла. Вăл илемлĕхĕпе, вĕренÿ тытăмĕнчи çитĕнÿсемпе çеç лайăххисен шутĕнче пулмалла мар. Паян çынсем хăйсен çемйипе çеç интересленмеççĕ. Вĕсене республика мĕнле сывлăшпа сывлани, вăл мĕнле аталанни кăсăклантарать. Хам "Ача сачĕсем - ачасем валли" проект ертÿçи пулнă май Пуçлăх садиксем хăпартни çинче чарăнса тăни килĕшрĕ. Вĕсене çĕклемешкĕн 3 миллиард ытла укçа уйăрнă. Шкулсем хăпартни те лайăх пулăм. Михаил Игнатьев 10 çулта 30 шкултан кая мар çĕклемеллине палăртрĕ. Ачасем халĕ сменăпа вĕренеççĕ. Паллах, ку ыйтăва татса памалла. Çырура амăшĕн капиталĕ пирки, ăна малалла тăсасси çинчен те асăннă. Ку - пысăк çемьесем пирки ĕмĕтленекенсемшĕн самай пысăк пулăшу. Шăпах вĕсем республикăна аталантарма пулăшаççĕ. Тĕллев чылай. Чи кирли - ĕçлеме хатĕр, туслă команда пулни.

Иван СИДОРОВ, ЧР Çамрăксен правительствин культура министрĕ:

- Тĕпрен илсен, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырура хăш-пĕр саманта уйрăммăн палăртас килмест. Ăна итленĕ май эпĕ хамăр республикăпа, пысăк ĕçсем тăвакан çынсемпе чăннипех те мухтантăм. Çĕршывра тата тĕнчере экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах маррине пăхмасăрах пирĕн регионта пархатарлă чылай ĕç пурнăçланă. Чăваш Ен Раççейре инновацисене аталантаракан тата вĕсемпе анлă усă куракан чи лайăх 5 регион йышне кĕнĕ, РФ суб<екчĕсенчи инвестици климачĕн тăрăмне палăртакан наци рейтингĕнче 9-мĕш вырăн йышăннă. Республикăра шкулсем, ача сачĕсем çĕкленеççĕ. Ку ĕçе малалла тăсасси пирки каларĕ Михаил Игнатьев. Çырури кашни самант шанăç çуратать, малашлăха çутă курма пулăшать. ЧР Пуçлăхĕн кашни сăмахĕнче регион командин вăйне туятăн. Тĕнчери йывăр лару-тăрăва пăхмасăр Чăваш Ен малалла аталанасса, пурнăçа кĕртнĕ ĕçсемпе çырлахмасăр чылай ыррине тăвасса шанас килет.

Марина АРСЕНТЬЕВА, Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ялĕнчи культура çурчĕн ертÿçи:

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырура 2015 çулта тунă ĕçсен кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Унсăр пуçне регионти тĕрлĕ тытăма аталантармалли тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал республикăра - Ĕç çыннин çулталăкĕ. Манăн шухăшпа, пурнăçне ĕçе халалланисене яланах пулăшса пымалла. Хальхи вăхăтра ĕç пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине, ĕç профессийĕсем сумлă пулнине çамрăк ăрăва аса илтерсех тăмалла. Фельдшерпа акушер пункчĕсемпе поликлиникăсене малалла çĕклеме палăртни кăмăла кайрĕ, мĕншĕн тесен сывлăх этем пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ялта пурăнакансем пирки манманни те савăнтарать. Уйрăмах çамрăк специалистсем çинчен аса илнине палăртас килет. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнччăр тесен чылай тăрăшмалла. Кун валли, паллах, çĕнĕлĕхсем шырамалла. Çамрăксем пулсан ял пушанмĕ.

Мария САМДЕЛОВА, "Çамрăк гварди" общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн штаб членĕ:

- Пирĕн регион Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Çырăвне итленĕ май хама çĕр çинчи чи хăтлă республикăра пурăннăн туйрăм. Михаил Васильевич Чăваш Ене малалла аталантарасси пирки тата ытти çивĕч ыйту тавра калаçрĕ. Пирĕн республикăра вĕренÿ тытăмĕ тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлеççĕ. Çырăва итленĕ май шкулта ăс пухнă чухне предмет олимпиадисене хутшăнни аса килчĕ. Учительсем вĕренекенсене конкурса чунне парса хатĕрлетчĕç. Республика е Раççей шайĕнче çĕнтерсен ырă сăмаха тивĕçеттĕмĕр. Малашне призерсемпе мала тухнă вĕренекенсене хатĕрлекен педагогсене укçан пулăшасси пирки илтсен питĕ савăнтăм. Пĕлтĕр Чăваш Енри 40 яхăн ача Раççей шайĕнче палăрнă. Ку - пысăк кăтарту. Республика пурнăçĕнче спорт та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Нумаях пулмасть тĕп хулара "Шупашкар-Арена" пăр керменĕ çĕкленчĕ. Михаил Васильевич спорт учрежденийĕсен шутне малашне те ÿстересси пирки каларĕ. Çакă пирĕн регион малалла аталаннине, пĕр вырăнта тăманнине кăтартать. "Ĕмĕтленекен çын çунатлă", - теççĕ. Çак тĕллевсем пурнăçа кĕрессе шанас килет.

Ирина КОШКИНА ыйтса пĕлнĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.