Малалла ăнтăлакан çамрăксемшĕн - çул уçă!

27 Янв, 2016

Чăваш Республикинче пултарулăха аталантарма ăнтăлакан çамрăксене патшалăх енчен пулăшса пырасси йăлана кĕнĕ. 2004 çулта çавнашкал хĕрсемпе каччăсем валли стипенди уйăрма тытăннă. Çак хавхалантарупа 13000 çын усă курнă. Вĕренÿре, ăслăлăхра, производствăра, бизнес-проект ĕç-хĕлĕнче, пултарулăхра, ертсе пырас ĕçре палăрнă çамрăксем тивĕçнĕ ăна.

2016 çулта ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тытăнакан хастар вĕренекенсемпе студентсене, ĕçлекен хĕрсемпе яшсене саламлас тĕллевпе кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче савăнăçлă пуху иртрĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, асăннă ведомствăн çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Гурьев, Чăваш Енри професси пĕлĕвĕ паракан вăтам тата аслă шкулсен ертÿçисем, стипендиат ятне тивĕçнĕ хастарсем хутшăнчĕç.

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: