ВĂРМАНА - ХЫР ЛĂССИ ПУХМА

27 Янв, 2016

Хĕл - хыр лăсси пухса хатĕрлемелли чи лайăх тапхăр. «Çывăракан» йывăçсен лăссинче эфир çăвĕсемпе С витамин нихçанхинчен те ытларах. Хыр лăссине типĕтме пир пусма çине сарса хумалла. Типсен йĕпписем хăйсемех тăкăнаççĕ. Вĕсене хупă банкăсемпе сивĕрех вырăнта икĕ çул таран упрама юрать.

Витамин шĕвекĕ

Хырăн чĕрĕ йĕпписене 1 стакан илмелле, сивĕ шывпа çумалла, вĕтетмелле, тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Савăта хупăлчапа витсе 30-40 минут пĕçермелле. Сăрăхтармалла, сивĕтмелле. Шĕвеке 2 апат кашăкĕ сахăр, 0,5 чей кашăкĕ лимон йÿçекĕ хушмалла. Сивĕтмĕше лартмалла, 10 сехетрен ытла упрамалла мар. Кунне 2-3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс - 2 эрне.

Папкаран - сироп

Ÿслĕкрен сипленме хырăн 2 апат кашăкĕ типĕ папкине тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Çур килограмм сахăр хушса вăйсăр çулăм çинче сироп пуличчен пĕçермелле. Сăрăхтармалла, 2 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Кунне темиçе хут 5-6-шар апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен, анчах пĕр уйăхран ытла мар.

Пăспа сывлама

Манкана çемçетет, бронхитран сиплет. Хырăн 2 апат кашăкĕ типĕ папкине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Шыв мунчине лартса 15 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илмелле те пуç çийĕн пысăк алшăллипе пĕркенсе пăсĕпе сывламалла. Процедурăна кунне пĕрре çĕрлене хирĕç сываличченех тумалла.

Ăшă ванна

Шăнса пăсăлсан хырăн 1 килограмм чĕрĕ хунавне 10 литр /1 витре/ шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле. Çулăм çинчен илсен пĕр сехет лартмалла. Температура ÿсмен пулсан каçхине çывăрма выртас умĕн урасене ăшă шĕвеке чиксе лармалла. Çак шĕвекпех сиплев курсĕн тăршшĕпех усă курма юрать. Ăна сивĕ вырăнта упрамалла, ура ванни умĕн ăшăтмалла.

Асăрханăр! Лăсă шĕвекне ача кĕтекен хĕрарăмсен, гломерулонефритпа, гепатитпа, гипотонипе аптракансен ĕçме юрамасть. Ытлашши нумай вăхăт тата виçерен ытларах ĕçсен вар-хырăмăн лăймака сийĕ, пÿре лахханĕ шыçма, пуç ыратма пултарать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.