Ачана çăлнă

27 Янв, 2016

Раççей ШĔМĕн транспорт çинчи Чăваш лини пайĕн сотрудникĕсем тата Тутарстан полицейскийĕсем чукун çул ĕçченĕсемпе пĕрле 9 çулти ачана вилĕмрен çăлнă. Пĕчĕкскер шартлама сивĕре çын çÿремен çĕрте пĕчченех пулнă...

Транспорт полицийĕн дежурнăй чаçне пуйăс машинисчĕ Тутарстан территорийĕнчи Шăрттан станцийĕ таврашĕнче ача пĕчченех пулни çинчен пĕлтернĕ. Оперативлă дежурнăй Вадим Гончаров капитан полицин çывăхри подразделенийĕсен тата чукун çул станцийĕсен ĕçченĕсене çийĕнчех унта ăсатнă. Шыравçăсем çил-тăманра чукун çул хĕррипе пилĕк километр ытла утнă, анчах ачана тупайман. Темиçе сехет иртсен тин юр хуплама ĕлкĕрнĕ, сад юлташлăхĕ еннелле каякан йĕрсене асăрханă. Йĕр тăрăх кайнă. Утсан-утсан полицин Вăрмар станцийĕнчи лини пункчĕн пуçлăхĕ Евгений Андреев капитан пĕчĕкскере тупнă. Кĕрт ăшĕнче, халь-халь вилес пек...

Ăна пĕр тăхтамасăр больницăна ăсатнă, медпулăшу кÿнĕ. Лини пайĕн МИХсемпе çыхăну тытакан инспекторĕ Светлана Егорова пĕлтернĕ тăрăх - тĕпчев вăл ашшĕпе тата асламăшĕпе пурăннине палăртнă. Кăнтăрлах килĕнчен тухса кайнă иккен, çула май машинăпа станцие çитнĕ, унтан вара чукун çул тăрăх утнă. Урăх çĕрте пурăнакан кукамăшĕ патне кайма тухнă-мĕн, анчах электричка кĕтсе илеймен те - çуранах утас тенĕ, аташса кайнă.

Н.НИКОДИМОВ.

Рубрика: