Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ пирки

27 Янв, 2016

Михаил АРЛАНОВ, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ЧР Патшалăх Канашне çуллен яракан Çырăвĕнче кăçал та хальччен тунă çитĕнÿсем çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ, малашне хăш енĕпе уйрăмах çине тăрса ĕçлемеллине пайăррăн асăнчĕ. Экономика кризисĕ кăларса тăратакан йывăрлăхсене пăхмасăр кашни сферăра çине тăрса ĕçлемеллине, çулталăка пысăк кăтартусемпе вĕçлемеллине палăртрĕ.

Пуçаруллă пулсан кашни отрасльтех çитĕнÿсем, мăнаçланмалли кăтартусем пулмаллах. Çакна эпир, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем, куллен сăнаса-пăхса тăратпăр. «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене ытларах ял çыннисем çырăнса илеççĕ, унсăр пуçне пирĕн регион аграри республики шутланать. Çырура Михаил Васильевич агропарк тăвасси пирки каланине ырласа йышăнтăм - çакă халиччен республикăра пулман çĕнĕлĕх, вăл - Чăваш Еншĕн стратеги пĕлтерĕшлĕ. Тĕллевсем паллă - ĕçлемелле. Пирĕн вара, журналистсен, пурнăçланакан ĕçсем пирки халăха вăхăтра тата тĕрĕс çырса кăтартмалла.