Хăшĕ лайăхрах?

14 Мар, 2014

Кăçал пысăк тухăç паракан сухан лартса ÿстересшĕн. Çакна валли мĕнле сортсем вырăнлăрах.

З.ГАВРИЛОВА.

Шупашкар районĕ.

Малтан çакна асăрхаттарса хăварас килет, пахча çимĕç тухăçĕ тăпра пулăхĕнчен те, пăхса ÿстерме пĕлнинчен те, мĕнле им-çампа усă курнинчен те килет. Сухана унччен хăяр, редис, çĕр улми, купăста, çарăк туса илнĕ лаптăка лартсан ăнăçлă. Лайăх тухăç паракан сортсен йышне çаксем кĕреççĕ, Кристина, Сенатор, Восторг, Бессоновский /ку - пирĕн тăрăхра чи шанчăклисенчен пĕри/. Кашни гектартан 60-90 тонна çимĕç илме май пур.

Эсир ир пулакан сортсем пирки те ыйтнă. Вĕсен шутне çаксене кĕртмелле, Фермер, Штутгартер Ризен, Стурон т.ыт. те. Асăннă сортсен тухăçĕ пĕчĕкрех, пĕр гектар çĕр лаптăкĕнчен 30-50 тонна сухан илме пулать.

Пылак йышши çимĕç паракан сортсен йышне Ялтинский кĕрет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.