Пĕчĕк чухне пĕчĕк хуйхă, пысăклансан...

22 Ноя, 2013

Амăшĕн кунне Раççейре 1998 çултанпа паллă тăваççĕ. Ăна çĕр-шывăн пĕрремĕш Президенчĕн Борис Ельцинăн Указĕпе килĕшÿллĕн чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче уявлама йышăннă. Праçнике Патшалăх Думинчи Хĕрарăм, çемье тата çамрăксен ĕçĕсене йĕркелесе пыракан комитет пуçарнă. Унăн тĕллевĕ - çын пурнăçĕнче анне чи пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртасси, кун çути парнелекене мĕн ĕмĕр тăршшĕпех сума суса пурăнасси. Уяв умĕн нумай ача çуратса ÿстернĕ хĕрарăмсемпе çыхăнтăм. «Ача пĕчĕк чухне пĕчĕк хуйхă, пысăклансан - пысăк хуйхă», - тенĕ ваттисем. Йышлă çемьере кулянупа пăшăрхану тата та нумайрах-ши?

Анжелика АХМЕТОВА /5 ача амăшĕ/, Тăвай районĕ, Енĕш Нăрваш ялĕ:

- Манăн шухăшпа, кашни ача - турă парни. Эпĕ тĕпренчĕкĕмсене çав тери юрататăп, вĕсен çитĕнĕвĕпе савăнатăп. Çемьере тăнăçлăх хуçалансан мĕн пур йывăрлăха чăтса ирттерме пулать. Чи кирли - ачасене ăнланни, вĕсемшĕн чи шанчăклă çын пулни. Йĕркесĕр ĕç тусан вăрçса-хĕнесе мар, сăмахпа каласа ăнлантаратпăр, пурнăç пăрăнăçĕсемпе пĕчĕкренех паллаштаратпăр, ÿссен пирĕн шанăçа тÿрре кăларасса шанатпăр.

Светлана СЕМЕНОВА /7 ача амăшĕ/, Муркаш районĕ, Кĕрекаç ялĕ:

- «Çамрăк хулă авăнать, ватă хулă хуçăлать», - тенĕ ваттисем. Ачасем çитĕннĕçемĕн, паллах, йывăрлăхĕ те хушăнать. Пĕчĕкрех чухне вĕсене итлеттерме пулать-ха, пысăклансан вара ÿкĕте кĕртме йывăртарах. Хам та ачаранах спортпа туслă пулнă май вĕсене те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентетĕп. Турра шĕкĕр, тĕпренчĕкĕмсенчен пĕри те йывăр чирлесе кулянтарса курман. Лайăх вĕренеççĕ. Татьяна аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Вăталăххи Марина ăсталăхне Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен шкулĕнче туптать, вăл - спорт мастерĕн кандидачĕ. Ачасемпе савăнмалăх пур. Аслине кăçал мăшăрлантарма хатĕрленетпĕр. Кĕçĕнни çулталăк та 4 уйăхра çеç-ха. Амăшĕн кунĕнче пурте саламлаççĕ, ĕç вырăнĕнчен те мана, 7 ача амăшне, уява кашни çулах чĕнеççĕ.

Татьяна МАДЕЕВА /5 ача амăшĕ/, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Аксарин ялĕ:

- Маларах асăннă ваттисен сăмахне тĕрлĕрен ăнланма пулать. Пĕчĕк ачасем чирлекелеççĕ. Сыватмăшра сипленнине хуйхă теес килмест. «Ача-пăча çитĕнтернĕ чухне пĕр алăра - вут, тепринче - шыв», - тенĕ ваттисем. Хальлĕхе вĕсем ытлах кулянтарман. Аслисем лайăх вĕренеççĕ, кĕçĕннисем Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хăйсем сĕннипе сăвă та вĕренме тытăнтăмăр. Мăшăрăн сывлăхĕ пулсан пурăнатпăр-ха. Арçын - çемье тĕрекĕ, вăл укçа-тенкĕпе тивĕçтерсе тăрать, ачасене çирĕп кăмăллă, тÿрĕ чунлă, ĕçчен пулма вĕрентетпĕр.

Любовь ПЕТРОВА ыйтса пĕлнĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.