Паян мĕнле специалистсем сумлă?

22 Янв, 2016

Комсомольски районĕн "Централизациленĕ клуб тытăмĕ" культура учрежденийĕнче кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче халăх самаях йышлăн пухăннă.

Çак кун района республикăри темиçе аслă шкул представителĕ килессе малтанах пĕлтернĕ май унта палăртнă вăхăт тĕлне аслă классенче вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ, шкул директорĕсемпе педагогсем килсе çитнĕ. Ăшă тĕлпулура кăçал вузсенче вĕренме илмелли йĕркесем тавра калаçнă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе Андрей Александровпа Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев пулас выпускниксене хăйсем ертсе пыракан заведенисенче алла илме май пур специальноçсемпе паллаштарнă. Пухура профориентаци ĕçне вăйлатасси пирки анлă калаçу ирттернĕ. Паллах, меллĕ самантпа усă курса кĕç-вĕç абитуриент ятне илтме хатĕрленекенсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравне те тĕпчесе пĕлнĕ.

Комсомольски районĕн пуçлăхĕ - Депутатсен пухăвĕн председателĕ Хассиятулла Идиатуллин тата асăннă район администрацийĕн ертÿçи Алексей Самаркин республикăри сумлă заведенисен ертÿçисене ăшă тĕлпулăва килсе çитнĕшĕн тав тунă.

Ирина ПУШКИНА.

Рубрика: