Унăн картинисене никамăннипе те пăтраштараймăн

22 Янв, 2016

Чăваш халăх художникĕн, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕн Виктор Немцевăн алли витĕр тухнă ĕçе урăх никамăннипе те пăтраштараймăн. Унăн - вăл çеç пултаракан стиль, май, ăсталăх. Юхăнса кайнă çырмара е пахчара та куракана кăсăклантарма пултараканнине асăрхать вăл, ун пирки шухăшлаттарма тата канăçсăрлантарма мехел туптарать. Кунашкал вăй чăн-чăн ÿнерçĕн çеç пур. Çапла эпир манăçа тухнă çăлкуçра та, çын кĕрсе çÿреме чарăннă чăтлăхра та илем, канлĕх, хăтлăх тупатпăр, куратпăр, туятпăр.

Виктор Леонтьевич пирки мĕншĕн сăмах пуçартăм-ха? Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче вăл 80 çул тултарчĕ. Çавна май Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Тăван çĕр мухтавĕ» курав уçăлчĕ. Шел, йывăр чире пула художник хăй хутшăнаймарĕ унта. Юбиляр ячĕпе ырă сăмахсем калакансем йышлăн пулчĕç: музей директорĕ Геннадий Козлов, ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Андрей Анохин, Юрий Викторов искусствовед, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Карачарсков, ыттисем.

Виктор Немцев Шупашкарти ÿнер училищине, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ хыççăн çамрăксене ÿнер ĕçне хăнăхтарнă, ЧР Ÿнер фончĕн производствăпа пултарулăх мастерскойĕнче художникре ĕçленĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче вăл художниксен «Ял шурăмпуçĕ» бригадипе /йышра Н.Карачарсков, П.Григорьев-Савушкин, В.Семенов тата ыттисем пулнă/ республикăри ялсене тухса ĕçленĕ. Çак ушкăн тĕрлĕ районти ĕç, вăрçă паттăрĕсен портречĕсене ÿкерсе, вырăнти тавралăх илемне пир çине куçарса паянхи ăрусем валли упраса хăварнă.

90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Йĕпреç поселокне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май Виктор Немцев ертсе пыракан ушкăн унти çынсене, тавралăха вилĕмсĕрлетнĕ. Художниксем хăйсен 200 ĕçне Йĕпреçри картина галерейине парнеленĕ.

Ентешĕмĕре республика тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Виктор Леонтьевич 1959 çултанпа Пĕтĕм Союзри, Раççейри, зонăри, республикăри куравсене хутшăнать. Картинисем çĕршыври, чикĕ леш енчи музейсенче, уйрăм çынсен пуххисенче упранаççĕ.

Надежда ГЕОРГИЕВА.

Рубрика: