"ХЫПАР"-110 çул: пире саламлаççĕ

22 Янв, 2016

«Хыпар» хаçатăн хисеплĕ ĕçченĕсем, унăн ветеранĕсемпе вулаканĕсем! Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ сире «Хыпарăн» - Раççейри наци кăларăмĕсенчен чи пирвайхи хаçачĕн - пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламлать.

Самана улшăнса тăнине пăхмасăр хаçатра вăй хуракансем хăйсен тĕп тĕллевне пурнăçлассишĕн пĕтĕм вăя, ăс-хакăла парса тăрăшнă, тĕнчери, çĕршыври, Чăваш Енри пулăмсене, ĕçсене туллин çутатнă. Паянхи кун та «хыпарçăсем» тăван халăха пурнăç таппипе тан утма чĕнеççĕ, çĕршыври тата республикăри влаç тытăмĕн ĕç-хĕлне анлăн уçса параççĕ, çынсене информаципе туллин тивĕçтереççĕ, вĕсен культура шайне ÿстермешкĕн сумлă тÿпе хываççĕ.

«Хыпар» - тăван халăхăн юратнă кăларăмĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ сумлă та пархатарлă. Сире, сăмах ăстисене, пултарулăхăрта малашне те иксĕлми хавхалану-хĕрÿлĕх, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр. Аталану çулне çирĕппĕн такăрламалла пултăр.

Юрий ПОПОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ.

 

«Хыпар» Издательство çурчĕн хисеплĕ ĕçченĕсем! «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа манран чи ăшă та чĕререн тухакан салама йышăнсамăр.

Республикăмăр умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕрсем вышкайсăр пысăк. Эсир ăруран ăрăва куçакан историе çыратăр. Хаçатăр материалсене тĕрĕс çутатнипе, вĕсен çивĕчлĕхĕпе, интереслĕ содержанийĕпе палăрса тăрать.

Сире малашне те кăмăл-туйăм хыççăн каймасăр об<ективлă пулма, калеме мăкалма памасăр çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе малалла ăнтăлма ăнăçу сунатăп. Интернет уçлăхĕ хăвăрт аталаннине пăхмасăр тиражăрсем ÿссе пыччăр, вулаканăрсем йышланччăр.

Вадим НИКОЛАЕВ, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ.

 

Журналистика ветеранĕсене тата «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсене «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа саламлатăп.

Эсир çĕнĕ хыпарсене вăхăтра кун çути кăтартни, тарăн шухăшлă материалсем хатĕрлени, вулакан кăмăлне каякан статьясем пичетлени граждансене информаципе вăхăтра тивĕçтерме, обществăри тăнăçлăха тата йĕркене çирĕплетме май парасса шанса тăратăп.

Сире канăçсăр, çапах та питĕ кирлĕ те яваплă, чунпа парăннă профессийĕрте ăнăçлă ĕçлемешкĕн тата тĕрĕс йышăнусем тумашкăн ырăлăх сунатăп. Сывлăхлă та телейлĕ пулăр.

Анатолий АКСАКОВ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ.

 

«Хыпар» хаçатăн пултарулăх коллективне паллă кунпа - унăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа - чунран саламлатăп.

«Хыпар» хальхи вăхăтра Чăваш Енри Издательство çурчĕсен хушшинче ят-сумли тата чи пысăкки шутланать. Информацин компьютерлă технологийĕсен ĕмĕрĕнче хаçат хăйĕн кирлĕлĕхне çухатмарĕ кăна мар, тата пĕлтерĕшлĕрех пулса тăчĕ.

Коллективăн опычĕпе профессионализмĕ пуян та пысăккине кура вулакансем Чăваш хутлăхĕнчи тата унăн тулашĕнчи пулăмсем пирки чăнлăхпа килĕшсе тăракан информацие вăхăтра тивĕçме пултараççĕ.

Сирĕн хастар йышăра çак кун пултарулăхра çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунатăп. Калемсем яланах çивĕч пулччăр, кăларăмсем малалла аталанччăр!

Алена АРШИНОВА, РФ Патшалăх Думин депутачĕ.

 

«Хыпар» хаçат ĕçченĕсемпе ветеранĕсем! Сире паллă кунпа - «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа - ăшшăн саламлатăп.

Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен кун-çулне тĕпченĕ Николай Васильевич Никольский йĕркеленĕ сирĕн хаçатăр пĕр ĕмĕр ытла ĕнтĕ вулакансене кулленхи ыйтусемпе пултаруллă çырнă хайлавсемпе савăнтарать.

Иккĕленмесĕрех çапла калама пултаратăп: «Хыпар» хаçат мĕнпур чăваш халăхĕн пуянлăхĕ пулса тăрать. Кашни йăхташ, хăй ăçта тĕпленнине пăхмасăр, хаçатăрта çывăххине, чĕрене пырса тивекеннине - несĕлсенчен куçнине, амăшĕн сĕчĕпе пĕрле ăша кĕрсе вырнаçнине, чуна-юна сăрхăннине - тупма пултарать.

Сирĕн професси ăсталăхне пула Чăваш Ен çыннисем республика экономикинчи, социаллă пурнăçĕнчи тата культуринчи пулăмсем пирки тулли те тĕрĕс информаци илеççĕ.

Çивĕч ыйтусене хускатнă май «Хыпар» хаçатăн пултаруллă коллективĕ общество интересĕсене, граждансен прависене тата ирĕклĕхне хÿтĕлесе Чăваш Республикин территорийĕнчи информаци уçлăхне аталантармашкăн сумлă тÿпе хывать.

Тăван çĕршыва, чăваш халăхне чунтан парăннине сăнарлакан, шухăшлавлă, этеме юратакан, патриотлă журналистикăн никĕсне хывса хăварнă ветерансене уйрăммăн тав тăватăп. Паян çав ырă йăла-йĕркене хаçатçăсен çамрăк ăрăвĕ тивĕçлипе малалла тăсать.

«Хыпар» пурăнсан чăваш халăхĕн кун-çулĕ те телейлĕ пуласси иккĕлентермест.

Кашни чăваш черетлĕ куна чăннипех халăх хаçачĕ пулса тăнă «Хыпара» вуланипе пуçласса шанатăп.

Сире кун-çулăрта çирĕп сывлăх, пултарулăхăрта хавхалану, иксĕлми вăй-хал, ырăлăх сунатăп, телейлĕ пулăр, юратупа пурăнăр.

Леонид ВОЛКОВ, Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ.

 

«Хыпар» Издательство çурчĕн хисеплĕ ĕçченĕсем! Чăваш халăх хаçачĕ 110 çул тултарнă ятпа манăн ăшă салама йышăнсамăр! Хаçат никĕслевçи Николай Никольский палăртнă тĕп тĕллеве - чăваш халăхĕн ырлăхĕшĕн тăрăшассине - ăнăçлă пурнăçласа пыратăр. «Хыпар» тăван ен культурин ылтăн фондне кĕнине пурте йышăнаççĕ тата çапла пулмалла та. Сирĕн профессиллĕ коллектив чăваш журналистикин ырă енĕсене ăша хывса тăван халăхăн хăйнеевĕрлĕхне упраса хăвармашкăн, культурине тата чĕлхине аталантармашкăн сумлă тÿпе хывать.

Кăларăм страницисенче пирĕн регионăн чи çивĕч ыйтăвĕсене вăхăтра çутатаççĕ. Уçăмлатма май килмессĕн туйăнакан пăтăрмах тĕлĕшпе хаçатра çапăнса тухнă темиçе сăмахран тăракан йĕрке те тепĕр чухне лава вырăнтан хускатма пултарать иккен.

Журналистикăра тĕрĕс те яваплă шухăш-кăмăллă пулнăшăн, чуна парса ĕçленĕшĕн, чăтăмлăхăршăн, ăсталăхăршăн тата пултарулăхăршăн тав тăватăп.

Ырăлăхпа çыхăннă хыпарсемпе ытларах савăнтармалла пултăр сирĕн. Пултарулăх шыравĕнче ăнăçу сунатăп. Вулакансен хисепне тивĕçессе шанатăп.

Геннадий ФЕДОРОВ, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ.

 

Хисеплĕ ĕçтешсем, хаклă юлташсем! ЧР Культура министерствинче ĕçлекенсенчен тата манран «Хыпар» хаçат 110 çул тултарнă ятпа чĕререн тухакан ăшă салама йышăнсамăр.

«Хыпар» паян Чăваш Республикинчи пичет кăларăмĕсен хушшинче тивĕçлипех лайăххисенчен пĕри шутланать. Вăл культурăпа çутĕçĕн пĕлтерĕшлĕ миссине пурнăçлать, халăх ăс-хакăлне чĕртсе тăратмашкăн хавхалантарать. 110 çул халăхпа канашлать, калаçать, ун шухăшне тĕпе хурать - хаçатшăн чăннипех ыррăн ăмсанмалли шăпа. Сирĕнпе танлашма хевте çитерекен кăларăм йышлă мар. Хаçат историйĕ - пирĕн республикăн журналистсен репортажĕсенче, вĕсен тĕпчевĕсенче сăнланнă кун-çулĕ. «Хыпар» Чăваш Республикинчи обществăпа политикăн куллен тухакан хаçачĕсенчен чи вуланаканни пулни никама та иккĕлентермест.

Халăха тĕрĕс информаципе вăхăтра тивĕçтермешкĕн сумлă тÿпе хывнăшăн, малашлăх тĕллевлĕ пулнăшăн, тимлĕхшĕн сире тав тăватăп. Эсир Чăваш Ен халăхĕн шухăш-кăмăлне влаçрисем патне çитеретĕр, çынсем пуçлăхсене ăнланма пултарччăр тесе тăрăшатăр.

ЧР Культура министерстви сирĕн хаçатăрпа чылайранпа туслă çыхăну тытать, малашне те килĕштерсе ĕçлессе шанатпăр.

Уяв кунĕнче редакци ĕçченĕсене тата хаçат вулаканĕсене ĕмĕт-тĕллевĕре пурнăçламашкăн, пысăк çитĕнÿсем тумашкăн, «Хыпар» коллективĕн ырă йăли-йĕркине малалла аталантармашкăн ăнăçу сунатăп.

Константин ЯКОВЛЕВ, ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.

 

«Хыпар» хаçатра ĕçлекенсене кăларăмăн паллă юбилейĕпе ăшшăн саламлатăп! Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчех кашнин чунне тыткăнлакан матча тухрăр та унăн 110 çула тăсăлнă пĕрремĕш вăййине ăнăçлă вĕçлерĕр. Патшалăхăмăршăн йывăр килнĕ вăхăтра çуралнă чăваш халăх хаçачĕ унпа пĕрле аталанса тĕрекленчĕ, ят-сум çĕнсе илчĕ, кашни çемьере кĕтнĕ хăна тата шанчăклă тус пулса тăчĕ.

Паян та «Хыпар» хаçат кулленхи пресса хушшинче кăтартулли шутланать. Хальхи информаци рынокĕнче, спортри евĕрех, лидер пулмашкăн çăмăл мар. Эсир вара малаллах ăнтăлатăр, йывăрлăхсене çăмăллăнах парăнтаратăр. Çапла пулмалла та: хаçат страницисенче тĕрлĕ шухăшлăх валли вырăн тупатăр, хальхи çивĕч ыйтусемпе ирĕклĕ дискуссисем ирттеретĕр. Кăларăмăн çакнашкал ячĕ-сумĕ тата обществăри пĕлтерĕшĕ - вулакансен умĕнчи яваплăха туякан тата пичет вăйне лайăх чухлакан пултаруллă профессионалсен командин тава тивĕçлĕ ĕçĕ.

Вăйă малалла тăсăлать, сирĕн çĕнтермеллех. Хĕрÿлĕхĕре, хавхаланăвăра, ăсталăхăра пĕр чăмăра пухса тĕллевĕрсене парăнтарăр. Тав тăвакан вулакан вара ирсерен ĕçе васканă майăн хаçат киоскĕ умĕнче чарăнса тăратех, «Хыпарăн» çĕнĕ номерне ыйтатех. Пархатарлă ĕçĕрте ăнăçусем сунатăп.

Сергей ШЕЛТУКОВ, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ.

 

ЧР Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсенчен тата манран «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа ăшă салам йышăнсамăр.

«Хыпар» паллă та ятлă-сумлă кăларăм пулнине çак тапхăрта тепĕр хут ĕнентерме пултарчĕ. Вăл - Раççейри наци хаçачĕсен хушшинче малтисенчен пĕри. Ырă йăли-йĕркине малалла тăсса редакци коллективĕ Чăваш Енĕн культурипе çутта кăларассине аталантармашкăн сумлă тÿпе хывасса тата профессин ырă енĕсене пуянлатасса, пурнăç уттипе тан пырасса, кулленхи ĕçре журналистикăн чи лайăх стандарчĕсемпе усă курасса шанатăп.

Сире пултарулăхра ăнăçусемпе çĕнтерÿсем тумашкăн ырлăх-сывлăх сунатăп, тĕллевĕрсем пурнăçланччăр, тăнăçлă пулăр.

Сергей АРТАМОНОВ, ЧР ял хуçалăх министрĕ.

 

«Хыпар» Издательство çурчĕн хисеплĕ ĕçченĕсем! ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин коллективĕн, пирĕн - вăрман, шыв хуçалăхĕсенче тăрăшакансен - ячĕпе сире «Хыпар» хаçат 110 çул тултарнипе саламлатăп.

Хаçатăр Чăваш Ен хули-ялĕнче пурăнакан чылай çыншăн чăннипех тус тата канашçă шутланать. Сирĕн кăларăмăн журналисчĕсем республика пурнăçĕн тĕрлĕ тытăмне çутатнă май пĕлтерĕшлĕ темăсене вулакан патне ансат та ăнланмалла чĕлхепе çитереççĕ.

Сирĕнпе чылайранпа туслăн килĕштерсе ĕçлетпĕр. Хам та сирĕн патра пĕрре кăна мар пулнă, журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă. Эсир те - пирĕн патра час-часах пулакан хăнасем, çĕнĕлĕхсемпе интересленетĕр, об<ектсене çитсе куратăр. Сирĕншĕн уçă пулма тăрăшатпăр, çапла майпа хамăр та республикăра пурăнакансемшĕн çывăхланатпăр. Тавах сире çакнашкал мел туса панăшăн, пархатарлă ĕçĕршĕн, пулăмсене тĕрĕс те ăнланмалла çутатнăшăн тата çине тăма пултарнăшăн.

Редакци коллективне çĕнĕ ÿсĕмсем тумашкăн ырлăх-сывлăх сунатăп. Вулакансен шанăçне тивĕçĕр. Пултарулăх ăс-хакăлĕ хаçата малашне те интереслĕ кăларма, вулакан кăмăлне тивĕçтерме пулăштăр. Сире тата çывăх çыннăрсене иксĕлми телей, çирĕп сывлăх тата тăнăçлăх сунатăп.

Сергей ПАВЛОВ, ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ.

 

«Хыпар» хаçат коллективне унăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламлатăп!

Журналистика - гражданла пуçаруллă шухăшлава тĕпе хумашкăн тата пултарулăха ÿстерсе пымашкăн хистекен интереслĕ професси. Массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансен ĕçĕ паян уйрăмах кăткăс та яваплă: эсир хальхи самана историне çыратăр, çынсен ăс-тăнне йĕркелемешкĕн сумлă тÿпе хыватăр.

Сире республикăн информаци уçлăхĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тумашкăн тăнăçлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп.

Валерий ПАВЛОВ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн Председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ.

 

«Хыпар» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсене чаплă юбилейпе саламлатăп! Николай Никольский никĕсленĕ «Хыпар» хаçат вун-вун çул хушши ĕнтĕ чăваш халăхĕн нумай енлĕ пурнăçĕн летопиçне сăнлать. Историн мĕнпур тапхăрĕнче вăл пурнăçри пулăмсене тĕрĕс çутатнă, вулакансене çĕнĕлĕхсемпе паллаштарса тăнă. Хаçатăн ырă йăлине паян малалла тăсаççĕ.

«Хыпар» журналисчĕсене аслă шкулпа наука, çитĕнекен ăрăва воспитани парасси интереслентерни чăннипех савăнтарать. Паян «Хыпар» Издательство çурчĕ ача-пăча тата литература журналĕсене, çамрăксен хаçатне, ытти кăларăма хăйĕн хÿттине илнĕ. Вĕсем те вĕренĕве аталантарассипе çыхăннă ыйтусене, çав шутра республикăри тĕп аслă шкулăн - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн нумай пинлĕ йышĕн - ĕç-хĕлне çутатаççĕ.

Редакци коллективне малашне те тухăçлă ĕçлемешкĕн, çĕнĕ темăсем шыраса тупмашкăн, вĕсене вулакансем ăнланмалла уçса памашкăн ăнăçу сунатăп. Сывлăхлă, телейлĕ пулăр,тăнăçлă пурăнăр, малалла аталанăр.

Андрей АЛЕКСАНДРОВ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ.

 

«Хыпар» коллективне хаçатăн сумлă юбилейĕпе ăшшăн саламлатăп! Хаçатăн 110 çулхи историйĕ - Чăваш Енĕн кун-çулĕ, пурнăçĕпе аталанăвĕ. Паян «Хыпар» чăваш халăхĕшĕн тăван хаçат шутланать. Ăна республика çыннисем кăна мар, тулайри йăхташсем те тимлесе вулаççĕ. Муркашсемшĕн вăл уйрăмах çывăх, мĕншĕн тесен хаçата пирĕн паллă та пултаруллă ентеш Николай Никольский никĕсленĕ.

Вăл 1906 çулта тухма пуçланăранпа чăваш халăхĕн историне, йăли-йĕркине, культурине упраса хăварас, пулас ăрусем тăван çĕре юратчăр, чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнччĕр тесе нумай ĕçлет. Унăн страницисенче республикăри пулăмсемпе туллин паллашма май пур. Вăхăт иртнĕ май «Хыпар» çемйи йышланчĕ, çĕнĕ кăларăмсем вăй илчĕç. Халăх вĕсене чăтăмсăррăн кĕтет, юратса вулать.

Мухтавлă ентешĕн Николай Никольскин кун-çулне тĕпчесе пичетре çутатнăшăн, унăн ĕçне малалла тăснăшăн редакци коллективне чĕререн тав тăватăп.

Хаçатăн малашлăхĕ çутă пултăр, çынсем ăна хапăлласа вулаччăр.

Ростислав ТИМОФЕЕВ, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

Хисеплĕ журналистсем, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем! Сире Елчĕк район администрацийĕ тата хам ятран чăваш халăх хаçачĕ «Хыпар» тухма пуçланăранпа 110 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатăп!

Çулсем иртнине пăхмасăр «Хыпар» паянхи кун та Елчĕк районĕнче пурăнакансемшĕн куллен кĕтекен кăларăм шутланать. Чылайăшĕ хаçата юратса вулать, пурнăçра кирлĕ канашсене унăн страницисенче тупать, канăç паман ыйтăвĕсене татса парать.

«Хыпар» хаçатра республика пурнăçĕн паллă та пĕлтерĕшлĕ саманчĕсем упранаççĕ, хальхи пулăмсем çырăнса пыраççĕ. Редакцире хăйсен ĕçне чунран парăннă, Чăваш Ен аталанăвне тÿпе хывас туртăмлă çынсем вун-вун çул ĕçленĕ. Хаçат страницисенче паян та общество пурнăçĕн, ял хуçалăхĕн, вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕн, строительство, культура ыйтăвĕсем туллин сăнланаççĕ.

Журналистсемпе полиграфистсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе хаçат илемлĕ те тарăн шухăшлă, паянхи кун ыйтăвĕсене вăхăтра та уçăмлă çутатакан кăларăм шутланать.

Чăваш халăх хаçачĕн пархатарлă çулĕ малашне те такăр пултăр. Иксĕлми ăсталăхăр, тапса тăракан вăй-халăр материалсене тата çивĕчрех, пĕлтерĕшлĕрех, ентешсемшĕн çывăхрах тума пулăшса пыччăр. Хаçат ĕмĕрĕ вăрăм пултăр, унăн вулаканĕсем йышланччăр.

Юбилей ячĕпе саламласа сире ĕçре пысăк çитĕнÿсем тумашкăн ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.

Николай МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

Хисеплĕ журналистсем! Сире республикăри «Хыпар» хаçатăн паллă юбилейĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп.

Çулăр ÿссе пынă май Чăваш Енри муниципалитетсен массăллă информаци хатĕрĕсен паянхи рынокĕнче чи лайăххи пулни хавхалантарать те.

Професси ăсталăхĕ, тăван ене хĕрÿллĕн юратни, журналист ĕçне чунтан парăнни - редакци коллективĕн паха енĕсем. Эсир калемĕн пиçсе çитнĕ ăстисемпе маттур çамрăксене пĕрлештерсе тăратăр.

«Хыпар» хаçат - шанăç паракан мал ĕмĕтлĕ партнер. Вăл республикăн, çав шутра Патăрьел районĕн, ят-сумне ÿстерме пулăшать.

Редакцире вăй хуракансене пуçăнакан кашни ĕçре мал ĕмĕтлĕх, ăнăçу, телей сунатăп.

«Хыпар» хаçат хăйĕн янăравлă ятне малашне те чыслăн упратăр, пурнăçри ырă пулăмсене çутатнипе пĕрлех çитменлĕхсене те тишкертĕр.

Сире тата çывăх çыннăрсене кулленхи пурнăçра ырăлăх, тăнăçлăх сунатăп. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр, сывă та таса çÿрĕр.

Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

«Хыпар» коллективне хаçатăн 110 çулхи юбилейĕпе саламлатăп! Çак тапхăрта асăннă кăларăм Чăваш Республикинчи массăллă информаци хатĕрĕсенчен ятлă-сумли пулса тăчĕ. Эсир хăвăрăн вулаканăрсем валли пĕлтерĕшлĕ кун йĕркине пуçаруллă йĕркелетĕр, пулăмсене тĕплĕн те анлăн тишкеретĕр.

«Хыпар» журналисчĕсем, редакторĕсем, дизайнерĕсем информацие, тишкерĕве çутатмалли хăйнеевĕрлĕ майсем шыраса тупнипе материалсен пахалăхĕ ÿсет, содержанийĕ анлăланать тата пуянланать, çакă вара вулакансене яланах илĕртет.

Хаçатăн паянхи чапĕ тата ячĕ-сумĕ редакци коллективĕн, авторсен, журналистсен тава тивĕçлĕ ĕçĕпе, вĕсем пичетленекен материалсен темисене тĕплĕн суйласа илме, тĕпчеме тата тĕрĕс уçса пама пултарнипе çыхăннă.

Юбилей кунĕсенче кăтартусене пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Кăларăмăн çуралнă кунĕсем çитĕнÿсемпе мухтанмалли сăлтав кăна мар, интереслĕ проектсене вăй илтернĕ тапхăр та пулччăр. Кун пек чухне сирĕн çулăра Алтăр-çăлтăр çутатса тăрĕ, аяккалла пăрăнма памĕ.

Хаçат коллективне çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп, Вуланаканăрсем шанчăклă пулччăр.

Леонид НИКОЛАЕВ, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

Хаклă ĕçтешсем, туссем! Раççей Журналисчĕсен союзĕн секретариачĕ сире юбилейпе - наци кăларăмĕсен хушшинче лайăххисенчен пĕри пулса тăнă «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламлать.

Хаçатăн историйĕ - пуян та илĕртÿллĕ Чăваш Енĕн профессиллĕ журналистсен, штатра тăман авторсен темиçе ăрăвĕ çырса хатĕрленĕ летопиçĕ. Тĕрлĕ вăхăтра хаçат тĕрлĕ ятлине пăхмасăр хăйĕн йышлă вулаканĕсем тĕлĕшпе чыслă та шанчăклă, тĕрĕслĕхпе ырăлăха сыхласа хăварас енĕпе тÿрĕ кăмăллă та принциплă пулнă, тĕнчене тытса тăракан ĕç çыннин интересĕсене яланах хÿтĕленĕ. Ахальтен мар-тăр ăна «Хисеп Палли» орденпа наградăланă, Хисеп хучĕсемпе чысланă. Коллектив нумаях пулмасть РФ Президенчĕн Тавне тивĕçнĕ.

Хаçат корреспонденчĕсем самана таппинчен юлманнине, хăйсен хайлавĕсенче пулăмсене вăхăтра çутатнине палăртма кăмăллă. Чи пĕлтерĕшли вара - «Хыпара» Чăваш хутлăхĕнче пурăнакансем килĕштерни, вĕсемшĕн кирлĕ пулни, ăна влаç та, халăх та шанать.

Хаçата - пысăк тираж пухмашкăн, коллектива çирĕп сывлăх, çитĕнÿсемпе çĕнĕлĕхсем, ăнăçу сунатăп. Телейлĕ пулăр, тăнăç пурăнăр.

Всеволод БОГДАНОВ, Раççей Журналистсен союзĕн председателĕ.

 

«Хыпар» Издательство çурчĕ» автономи учрежденийĕн хисеплĕ ĕçченĕсем! Куславкка район администрацийĕ сире сумлă юбилейпе - «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухма пуçланăранпа 110 çул çитнĕ ятпа - саламлать.

«Хыпар» кун-çулĕ вăрăм та пархатарлă, вăл пурнăçпа тан пырса республика пурнăçне анлăн çутатать. Унăн страницисенче Чăваш Енре пурăнакансен çитĕнĕвĕсем çинчен вуласа пĕлетпĕр, çĕнĕ хыпарсемпе паллашатпăр. Чăвашсен тĕп хаçачĕн журналисчĕсем халăхшăн ĕçлеççĕ, вĕсен çивĕч ыйтăвĕсене çĕклеççĕ. Пирĕн район çыннисем вĕсен интереслĕ те пуян содержаниллĕ статйисене, «Хыпар» кăларăмĕсене кăмăлласа вулаççĕ.

Хаçат редакцийĕн ырми-канми ĕçченĕсене малашне те пысăк çитĕнÿсем, хавхалану, иксĕлми хастарлăх, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.«Хыпар» кашни киле ырă хыпар илсе килтĕр, пурнăçра пулăшса пытăр.

Валентин КОЛУМБ, Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

Хисеплĕ хаçатçă-ĕçтешсем! 110 çул каялла Николай Никольский профессор Хусанта тăван чĕлхепе хаçат кăларма тытăнни пĕтĕм чăваш тĕнчишĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма çаврăннă. Хыпар сарас пархатарлă ĕçе çĕклесе журналистсем пирĕн халăха çутĕç еннелле ытларах туртăнма хистенĕ, ăс-хакăлне пуянлатнă, чун хавалне аталантарнă, ырра вĕрентнĕ. Атăл тăрăхĕнче Чăваш çĕршывĕ никĕслессипе çыхăннă пирвайхи çунатлă шухăшсене сараканни те хаçатах пулнă. Ырлăхра та, хурлăхра та - халăхпа пĕрле.

Кун-çул таппинчен юлмасăр эсир паян та çынсене усăллă хыпарсемпе тивĕçтерме тăрăшатăр. Самана улшăнсан та хаçат кирлĕлĕхне туякан этем ăна пурпĕр çырăнса илет, кĕтет. Эпир хисеплекен «Хыпар» хаçат та чăвашсен килĕнче яланах кĕтнĕ хăна, шанчăклă тус, ырă канашçă пултăр!

Константин МАЛЫШЕВ, Тутарстанри «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ.

 

«Хыпар» хаçатăн ытарайми ĕçченĕсем! Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн туслă йышĕнчен Чăваш тĕнчишĕн, юратнă республикăмăршăн, чăваш ывăл-хĕрĕшĕн куллен пурнăçлакан ĕçĕр-хĕлĕршĕн, куçа курăнман малашлăхлă ĕмĕт-тĕллевĕршĕн чĕререн тав тунине тата 110 çулхи юбилейпе саламланине йышăнсамăр.

Саккăрла çаптаракан саманана пăхмасăр «Хыпар» кун-çулĕ вăрăм та анлă пултăр. Николай Никольский ĕçтешĕмĕр пуçланă йывăр та пархатарлă ĕç ĕмĕр-ĕмĕр ан сÿнтĕр. Паянхи «Хыпар» тата унăн кăларăмĕсем тăван халăха малашлăха курса-туйса тăма, çĕнĕлле пурăнма вĕрентессе шанса тăратпăр.

Лидия ФИЛИППОВА, ЧР Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн директорĕ /тĕп редакторĕ/.

 

Хаклăран та хаклă тăванăмăрсем! Эпир, Кĕçтенттин Ивановпа Ухсай Яккăвĕн çĕршывĕнчи ĕçтешĕрсем, шурă Шупашкартан аякра ĕçлесе пурăнсан та чун-чĕрепе яланах сирĕнпе. Эсир епле сывланине, тар юхтарса ĕçленине куллен туйса тăратпăр. Иртнĕ ĕмĕрте никĕсленнĕ «Хыпар» ахаль хаçат мар, вăл - чăваш пичечĕн тĕп тымарĕ, ĕмĕрсене çыхăнтаракан кĕпер, Раççейре чăваш чĕлхипе калаçакан, çыракан йăхташсене пĕр çемьене пуçтаракан кăларăм.

Пушкăртстан Республикинче тухса тăракан «Урал сасси» хаçат коллективĕ сире, «хыпарçăсене», чăваш халăх хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа саламлать. Тĕллевĕрсем пурнăçланса, тертĕр-нушăр айккинелле сирĕлсе пыччăр. Тата пысăкрах çитĕнÿсем тумашкăн çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. Çăмăл мар ĕçĕрте пулăшакансем, пĕр шухăшлисем тата вулакан-çыракан йышланччăр, «Хыпарпа» унăн кăларăмĕсене хапăл тăвакансем çултан-çул нумайланччăр.

Пире, вăтăр çула çитсе пыракан чăваш кăларăмне, хăй вăхăтĕнче ураланма пулăшнăшăн, асли пулса ăса вĕрентнĕшĕн, паянхи кун та çыхăну тытнăшăн пысăк тав сире! Малашне те пĕрлех пулар.

Юрий МИХАЙЛОВ, Пушкăртстанри Пелепей хулинче тухса тăракан «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ.

 

Хисеплĕ ĕçтешсем! «Ватаным Татарстан» хаçат редакцийĕ тата унăн йышлă вулаканĕсен ячĕпе сире пысăк юбилейпе - «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 110 çул çитнипе - чун-чĕререн ăшшăн саламлатăп. Эпир яланах пĕрле пулнă, кÿршĕллĕ пурăннă. Паян та тĕллевĕмĕрсем пĕрешкелех: халăх культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине тата хăйнеевĕрлĕхне упраса хăвармалла тата аталантармалла. Пархатарлă ĕмĕт-шухăша пурнăçлас енĕпе ăнăçтăр пире.

Минназыйм САФАРОВ, Тутарстанри «Ватаным Татарстан» хаçатăн тĕп редакторĕ.

 

«Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа «хыпарçăсене» çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Валентин ШУРЧАНОВ, РФ Социаллă страховани фончĕн регион уйрăмĕн ертÿçи Галина НИКОЛАЕВА, РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза КОНДРАТЬЕВА, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр БАШКИРОВ, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Сергей ПАВЛОВ саламлаççĕ.

 

Теги: