Николай Николаев "хыпарçăсене" тав турĕ

21 Янв, 2016

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче - "Хыпар" хаçат тухма пуçланăранпа 110 çул çитнĕ кун - "Хыпар" Издательство çуртĕнче "Единая Россия" партин Председателĕн Д.А.Медведевăн регионри общество йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи, Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕ, федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев пулчĕ. Парламентари пултарулăх коллективне сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ.

Николай Станиславович Интернет технологийĕсем аталанса пыракан тапхăрта та "Хыпар" хаçата çынсем юратса вуланине, унăн ят-сумĕ ÿснине палăртрĕ: "Хыпар" - Чăваш Енри ертсе пыракан пичет кăларăмĕсенчен пĕри", - терĕ. Вăл МИХсем чăнласах та влаçăн пĕр сыпăкĕ пулнине каларĕ. Николай Николаев журналистсене тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн, пысăк ăсталăхшăн, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн обществăпа политика, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне объективлă та оперативлă çутатнăшăн тав турĕ. Издательство çурчĕн коллективне "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн Тав çырăвне пачĕ, хаçатпа малашне те тачă çыхăну тытассине пĕлтерчĕ.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ