Эмблема суйлаççĕ

21 Янв, 2016

Кăçал Чăваш Республикинче - Ĕç çыннин çулталăкĕ. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Указ алă пуснă.

Кăрлач уйăхĕн 18-25-мĕшĕсенче ЧР Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви Ĕç çыннин çулталăкĕн эмблемине Ÿлоготипнеє палăртас тĕллевпе конкурс ирттерет. Унта компьютер дизайнĕн техникипе хатĕрленĕ макетсене йышăнаççĕ. Чи лайăх эмблемăпа Ĕç çыннин çулаталăкĕпе çыхăннă мероприятисене ирттернĕ чухне официаллă символ пек усă курĕç. Эмблема макечĕсене кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Гагарин урамĕ, 22-мĕш «а» çурт, 403-мĕш пÿлĕм.

 

Теги: