Стипендиатсем паллă

21 Янв, 2016

Республикăри пултаруллă та пуçаруллă, маттур 1000 çамрăк çулсерен ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине тивĕçет. Кăçал та вĕренÿре, ăслăлăхра, производствăра çитĕнÿ тунă яш-хĕр уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕ.

Хальхинче стипендиатсен йышĕнче вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухакан çамрăк нумай Ÿ70 процентє. Лауреат ятне тивĕçнисенчен 12,5 проценчĕ - общество пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем, 18,5 проценчĕ - промышленноç, вĕренÿ тата культура тытăмĕсенче, ял хуçалăхĕнче тата ытти çĕрте вăй хуракан çамрăк специалистсем. Çулсерен çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 22 миллион тенке яхăн уйăраççĕ. 2004-2016 çулсенче çак стипендие 13 пине яхăн çамрăк тивĕçнĕ. Кăçалхи стипендиатсен списокĕпе ЧР Вĕренÿ министерствин сайтĕнче паллашма пултаратăр.

Рубрика: